Мари Республикинчи йăхташăмăрсене тишкернĕ

06.07.2022 18:14 | просмотров: 892
Мари Республикинчи йăхташăмăрсене тишкернĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăсчахĕсем нумаях пулмасть Мари Республиикинчен таврăннă. Чăваш ялĕсен эткерлĕхне тĕпченĕ, фольклорне пуçтарнă. Халĕ вĕсен хĕрӳ ĕç тапхăрĕ – пухса килнĕ пуянлăха тишкерсе тĕрлĕ ăслăлăх ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Мари Республикинчи Чăваш Утар ялĕнчи 9 теçетке урлă каçнă Александра Чичерина сасси янăрани илтĕнет Галина Ильина пӳлĕмĕнче. Вăл ĕçтешĕсемпе пĕрле тăрăшсах пухса килнĕ материала диктофонран компьютер çине куçарать. Мари Элти 3 чăваш ялĕнче – Семеновкăра, Троярта, Чăваш Утарĕнче пулнă. Аякри ентешсем унта ĕлĕкрех Куславкка, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен куçса кайнă. Ăсчахсем паянхи кун та чăвашлăха упраса хăварма пултарнă йăхташăмăрсене апат-çимĕç, пурăнмалли çурт-йĕр, йăла-йĕрке, тĕн-тĕшмĕш тĕлĕшĕнчен тата ытти хăйне евĕрлĕх енчен тишкернĕ. ГАЛИНА ИЛЬИНА: «Ачасене мунчара çапас йăла-йĕрке те, тĕрлĕ усал-тĕселрен сыхланас тĕшмĕш йăли-йĕркисем те, выльăх-чĕрлĕх сутса илес йăла-йеркесем те – улма та пирĕн пекех лартаççĕ. Малтан иккен арçыннăн пăрахмалла. Улми çурăк пулмасть тесе ăнлантарать. Улми йăваланса тухтăр тесе улми йĕрĕ хушшине выртса йăваланатпăр теççĕ». Тин çеç çуралнă ачасене сăпка юррисепе ачашланине, салтака ăсатас йăлана, вилене пытарнă йĕркене йăлтах тишкернĕ ăслăлăх ĕçченĕсем. ГАЛИНА ИЛЬИНА: «Чăваш Утарĕнче çăвана çăва тесе калаççĕ. Çăва çине кĕçнерни кун каяççĕ пулсан ытти ялĕсем шăматкун каяççĕ. Тепĕр уйрăмлăх асăрхарăмăр – вĕсем питĕ çава пуçĕсене ятран пĕлеççĕ. Семеновкăра часовня лартнă. Питĕ тирпейлесе тăраççĕ. Çăва çинче карта çук». Димитрий Егоров та ĕçе путнă. Вăл Мари Республикинче пурăнакан ентешсен кулленхи йăлине тишкернĕ. ДИМИТРИЙ ЕГОРОВ: «Пĕтĕмĕшле каласан, çак 3 ялĕ те анат енчи чăвашсем. Средненизовые чуваши тетпĕр вырăсла. Ахальтен мар ĕнтĕ Семĕновкăри чăвашсем тата Троярти чăвашсем Чăваш Утарти чăвашсене чăн чăвашсем теççĕ. Çимĕк каç çамрăксем ятарласа мунчана кĕрсе пĕтĕм пичкери шывне тăкса янă. Унсăрăн пуçне пĕренисене пĕр çĕртрен тепĕр çĕре куçарнă. Кушак, йытă е сысна курсан тӳрех тухамтăш тесе шутланă. Çавăнпа вĕсене ярса илме тăрăшнă. Патакпа çапса амантма тăрăшнă». Виçĕ чăваш ялĕнче пурăнакансене тăван чĕлхепе шкулта вĕренме, клубра пухăнса юрлама май çукки пăшăрхантарать. Чăвашлăх ытларах юрăсенче, тĕрĕсенче, йăласенче упранать. Тăхăмĕсем, шел пулин те, вырăсланса пынине палăртаççĕ аслисем. Чăвашлăхшăн питĕ тунсăхлаççĕ. «Чуваш-ен» халăх ансамблĕн концерчĕсем вĕсемшĕн – чун уççи. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем пухнă материалпа усă курса тепĕр çул Мари Республикипе ăслăлăх конференцийĕ йĕркелеме палăртнă.

Регина Кубайкина, Сергей Емельянов

Национальная телерадиокомпания Чувашии

Видеосюжет