Ăсчахсем хальччен çитсе курман Чăваш Утарĕнче…

18.07.2022 09:55 | просмотров: 603
Ăсчахсем хальччен çитсе курман Чăваш Утарĕнче…

Атăл хĕрринче вырнаçнă çак ялти чылай килте халĕ моторлă кимĕ пур. Маларах вара кашни çемье ахаль кимĕпе усă курнă, кĕсменпе авăсса Атăл урлă каçнă. Куславкка тăрăхне тăванĕсем патне хăнана е Çимĕке килнĕ. Сăмахăм Мари Республикинчи Звенигово хулин тăрăхне кĕрекен Чăваш Утарĕ çинчен. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем нумаях пулмасть унти виçĕ чăваш ялĕнче — Чăваш Утарĕнче, Семеновкăра тата Троярта — экспедицире пулнă.

Тĕрлĕ енлĕн тĕпченĕ

— Эпир кӳршĕре пурăнакан йăхташăмăрсене, ытти халăха тĕпчесе вĕсем çинчен ытларах пĕлесшĕн, — экспедици тĕллевĕпе паллаштарнă май палăртрĕ филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина. — Çавăнпа юлашки çулсенче Тутар Республикинчи ăслăлăх институчĕпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. «Культурăсен калейдоскопĕ» экспедици ирттертĕмĕр. Унта пирĕн тăватă специалист хутшăнчĕ. Кăçал çав проектпах Мари патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тĕпчевçисемпе экспедици йĕркелерĕмĕр. Вĕсем унта пиллĕкĕн пычĕç, эпир саккăрăн кайрăмăр.

Наука ĕçченĕсем хайхи экспедицире çĕртме уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче пулнă. Çула тухиччен çав тăрăха çитсе чăваш ялĕсем çинчен информаци пухнă. Хăш ялта чăвашсем ытларах пурăннине тĕпчесе пĕлнĕ. Аваллăхпа интересленекенсене вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн кĕтсе илнĕ, нумай пулăшнă. Мари институчĕн ĕçченĕсем вĕсене экспедици пулассине маларах пĕлтернĕ.

— Хăйсен ял историне вырăнти тавра пĕлӳçĕсем тарăннăн тĕпчеççĕ. Çакă пире тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те, — калаçăва тăсрĕ Галина Ильина. — Анчах Чăваш Утарĕсем: «Вунă çул маларах килсен информаци тата туллирех пулĕччĕ», — терĕç. Мĕншĕн тесен авалхи йăла-йĕркене тытса пыракансем, пĕлекенсем, шел те, пурнăçран уйрăлса пыраççĕ. Çапах пирĕн специалистсем тĕрлĕ енлĕ тĕпчевсем ирттерчĕç. Эпĕ, сăмахран, халăх сăмахлăхне, унăн жанрĕсем мĕнле сыхланса юлнине тишкертĕм. Мĕнле юрăсене шăрантараççĕ? Халăх мифологине, халăх ĕненĕвĕпе йăли-йĕркине паян пурăнакансем пĕлеççĕ-и?..

Евгения Сергеева çемьери хутшăнусене сăнанă: чăвашпа чăваш е çармăспа чăваш пĕрлешеççĕ-и? Ют халăхпа çемьеленнĕ чăвашсен кил-йышĕнче епле лару-тăру хуçаланать? Унсăр пуçне вăл вырăнти апат-çимĕçе тишкернĕ. Георгий Матвеев вара унта пурăнакансем хуçалăха мĕнле тытса пынине тĕпченĕ. Чӳрече янахĕ çинче, ытти çĕрте мĕнле эрешсем ӳкернĕ? Мĕнле выльăх-чĕрлĕх тытнă? Çĕр лаптăкĕ мĕн чухлĕ пулнă? Пурлăх культури, савăт-сапи мĕнлерех тата?

Мари тăрăхĕнчи чăвашсен кĕвви-çеммине Людмила Бушуева искусствовед шĕкĕлченĕ. Киремет тата сăваплă вырăнсене Анна Антипова пăхса çаврăннă. Вячеслав Ендеров ял çыннисене мифологи, халăх сăмахлăхĕ, шӳт-кулли тавра калаçтарнă. Димитрий Егоров халăх еткерне истори, мифологи, тĕн тĕлĕшĕнчен тĕпченĕ. Ку тăрăхри чăвашсен чĕлхин уйрăмлăхĕсене Ирина Семенова шыранă.

Кăмакана «комоко» теççĕ

Чăваш Утарĕнчи 40-50 çулсенчи йăхташсем чăвашлах калаçаççĕ иккен. Семеновкăра та хăй вăхăтĕнче пурнăç кĕрлесе тăнă, анчах халĕ вăл дача поселокне аса илтерет. Семеновкăра пурăнакансенчен ытларахăшĕ Çĕрпӳ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен куçса кайнă. Чăваш Утарне, ватă çынсем аса илнĕ тăрăх /вĕсем каланине ăсчахсен туллин тĕпчесе çитермелле-ха/, Куславкка районĕнчи 26 ялтан пырса тĕпленнĕ. Паллах, вĕсен йышĕнче Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри енчен куçнисем те тĕл пулаççĕ.

Наука ĕçченĕсен шухăшĕпе, Троярта пурăнакансем унта Сĕнтĕрвăрри районĕнчен ырă пурнăç шыраса кайнă. Çапах, тĕпрен илсен, ялсенче анат енчи чăвашсен культури палăрать. Чĕлхе тĕлĕшĕнчен те çапла. Апла пулин те «о»-па калаçакансем те пур. «Комоко» текен те /сăмах кăмака пирки пырать/ чылай. Çав вăхăтрах «у»-па пуплекенсем те тĕл пулаççĕ. Тури диалектпа усă курсан та, тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, вĕсене анат енчи чăвашсен йышне кĕртмелле.

— Ватăсем ачисене хамăр культурăна парса хăварнă. Унта йăла-йĕркене тытса пыраççĕ, — хăй асăрхани çинчен каласа кăтартрĕ наукăн ертсе пыракан сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ Димитрий Егоров. — Анчах ачин ачисем тăван чĕлхене пĕлмеççĕ. Çармăсла калаçакан та çукрах. Вĕсем ачисене тĕне кĕртме Куславкка тăрăхне каçнă, ытти йăла-йĕркене те йăхташĕсене пăхса тунă. Хĕр парасси- илесси те çавăн пекех пулса пынă. Калăпăр, амăшĕ Куславкка тăрăхĕнчен качча пынă пулсан ывăлĕ те çав тăрăхах хĕр илме кайнă. Çармăса та качча кайнă вĕсем. Чăваш Утарĕнче çавăн пек пĕрремĕш тĕслĕхсем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пулнă. 1990-2000 çулсенче çакă йĕркеллĕ пулăмах çаврăннă.

Ăсчах асăрханă тăрăх, çармăссемпе чăвашсем паян питĕ туслă пурăнаççĕ. Вĕсем çармăссене те хăш-пĕр йăла-йĕркене хутшăнтараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Чăваш Утарĕнче пĕр çармăс хĕрарăмĕ чăвашсем патне çын пытарма та, асăну йăлисене ирттерме те çӳрет-мĕн.

— Ăна ятарласа чĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл православи тĕнĕн кĕллисене питĕ лайăх юрлать. Çармăспа чăваш пĕрлешнĕ çемьесенче ачисем вырăсла ытларах калаçаççĕ, — терĕ Димитрий Егоров.

Çатма кулачи те пур

Чăваш Утарĕ тени ăçтан пуçланса кайнă-ха? Галина Ильина каланă тăрăх, хăшĕ-пĕри ял ячĕ «утар», «утă» сăмахсенчен пулнине ĕнентерет. Кунта утă çулмалли вырăнсем пулнă. Ял старостин шухăшĕпе вара, ку тăрăхра хăй вăхăтĕнче утар пулнă. Сăмах май, Мари Республикинче Мари-Отары ялĕ те пур. Унта ытларах çармăссем пурăнаççĕ. Чăваш Утарĕнчи йăхташсем Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсене хăнана çеç мар, пасара çитес тĕллевпе те каçнă.

Ял çынни Санюк аппа институт ĕçченĕсене каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем 40 милĕк çыхса Атăл хĕррине утнă, унтан кимĕпе Куславккана каçнă. 12 çухрăм çуран утса Карач пасарне çитнĕ. Милĕкĕсене йăлтах сутнă. Кайран кăранташ, ручка, пылак çимĕç илсе таврăннă. Чăвашсем, çармăссемпе танлаштарсан, суту-илĕве ытларах кăмăлланă.

Чăваш Утарĕнче вăрман та, хирсем те, улăхсем те пур. Чăвашсем унта, ахăртнех, вăрман кирлĕ пулнăран та куçса кайнă. Чăваш Утарĕ совет тапхăрĕнче кĕрлесе тăнă. Колхоз вăйлă аталаннă. Лаша, мăйракаллă шултра выльăх нумай усранă, хăмла туса илнĕ. Техника та самай пулнă. Хĕрарăмсем те тракторпа суха тунă. Чăваш Енрен утă çулма улăха тата вăрмана нумаййăн пынă. Чăваш Утарĕнче лайăхрах пурăннă, çавăнпа Куславкка тăрăхĕнчи хĕрсем унта качча кайма тăрăшнă. Чăваш ялĕсенче паян та вĕлле хурчĕ тытакан йышлă. Харпăр хăйсен те утарсем пур. Семеновкăри пĕр хурт-хăмăрçă пирĕн тĕпчевçĕсене интереслине чылай каласа кăтартнă. Ытти тăрăхри пекех, Марири чăвашсем те килте миçе вĕлле пулнине пĕлтермеççĕ иккен.

Евгения Сергеева тишкерсе пĕлнĕ тăрăх, вĕсен апачĕ йăлтах пирĕнни пек. Чăваш Утарĕсем «çӳхе икерч» теççĕ, пысăккине — пӳремеч. Тури чăвашсен вăл — паранкă икерчи. Çатма кулачĕ те пур вĕсен. Унсăр пуçне шăрттана, тултармăша асăнаççĕ. Ĕне ыррине пĕлмеççĕ. Хăйсем пĕрре те пĕçермен. Туй вăхăтĕнче те «кучченеç хутаçне» пуçлаттармаççĕ. «Эпир çăкăр, шурă эрех паратпăр», — теççĕ. Вĕсен апачĕсен ячĕсем кăшт урăхларах. Сăмахран, икерче «пĕлĕм» теççĕ.

Пĕр халăх пулса кайнă

— Пирĕн вĕсене ăнланас тесен Куславкка тăрăхĕнче Чăваш Утарĕсем тăвакан йăла-йĕрке мĕнле пулса кайнине тĕпчемелле, — палăртрĕ Галина Ильина. — Мĕншĕн тесен вĕсем: «Эпир тĕрлĕ ялтан куçса килтĕмĕр. Пĕр халăх пулса çитеймерĕмĕр», — теççĕ. Йăли-йĕркине, çумăр чӳкĕ тăвассине, шыв çулне уçассине тата ыттине вĕсем кунтан илсе кайнă. Йăла юррисене тупма йывăртарах пулчĕ. Хăна юррисем пур. Вĕсем хăйсен амăшĕсем шăрантарнă юрăсене çыра-çыра хунă. Тем тесен те, ют республикăра вĕсене чăвашлăх çитменни сисĕнет. Маларах куçса кайнисем мĕнле юрăсем шăрантарнине астăваççĕ. Туй юррисене, хĕр йĕррисене пĕрер çаврăм калакансем пулчĕç. Хăшĕсем кĕввине маннă. Салтак юррисене те çырса илтĕмĕр. Кĕвви хăна юрриннипе пĕрешкел. «Пирĕн çапла пулнă ĕнтĕ», — теççĕ. Тен, маннă вĕсем? Çара ăсатакан каччăсене ал шăллине хĕресле çакаççĕ. «Ял чиккине çитсен эпĕ ларса пыракан çунана «урра!» тесе виçĕ хутчен çĕклерĕç», — хăйне салтака ăсатнине аса илчĕ Куславкка енчен пынă мучи. Хальччен çырса илнĕ йăла-йĕркере кун пеккине тĕл пулманччĕ.

— Чăваш унта та — чăвашах, — кăмăллăн палăртрĕ Димитрий Егоров. — Чăваш Утарĕ сакăр çухрăма тăсăлать. Питĕ вăрăм урамран тăрать вăл. Унта паян 300 çын ытла пурăнать. Унччен йыш тата нумайрах пулнă. Нумайăшĕ, шел те, хăйĕн тĕп килне пăрахса хăварать. Шупашкара, Йошкар-Олана пурăнма куçаççĕ. Чылай килте мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Хулара тĕпленнĕскерсем çулла кăна яла пурăнма килеççĕ. Ахăртнех, Атăл хĕрри, хитре вырăнсем, вăрман… илĕртеççĕ вĕсене. Семеновкăран питĕ нумай çын пăрахса кайнă. Халĕ ку тăрăхра кану бази чылай. Чăваш Утарĕнче вара кану бази пĕрре кăна. Манăн шухăшпа, ун пек базăсене малашне тата уçма пултараççĕ, мĕншĕн тесен вырăнĕ питĕ илĕртӳллĕ. Хутшăну тенĕрен, эпир урампа пынă чухне тĕл пулакан çынсене чăвашла сывлăх сунаттăмăр та: «Ооо, чăвашсем!» — тетчĕç. Виçĕ ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне лайăх паллаççĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Утарĕнче «Чăваш Ен» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Вĕсем чăваш йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Тăван халăх юррисене юрлаççĕ. Звениговăра иртнĕ «Пеледыш пайрем» чечек уявне пире те хутшăнтарчĕç, чăваш юррисене пĕрле юрларăмăр. Семеновкăрисем: «Чăваш Утарĕнче чăн чăвашсем пурăнаççĕ», — теççĕ. Вĕсем хăйсен ансамблĕпе кӳршĕ ялсене çӳреççĕ. Концертсене тӳлевсĕр кăтартаççĕ.

Шел, виçĕ ялĕнче те клуб çук. Чăваш Утарĕнче культура вучахĕ пулнă, анчах çунса кайнă. Семеновкăра та хăй вăхăтĕнче çамрăксем культура çуртне пухăннă. Халĕ ăна сутнă. Халăха пухăнмалли вырăн çук.<...>

Роза ВЛАСОВА.

Хыпар