ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: ФОТОКУРАВ СЛОВАРЬ ӐСТИН КУН-ҪУЛНЕ ЕГИПЕТРАНАХ УҪСА ПАРАТЬ

22.02.2018 16:08 | просмотров: 2311
ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: ФОТОКУРАВ СЛОВАРЬ ӐСТИН КУН-ҪУЛНЕ ЕГИПЕТРАНАХ УҪСА ПАРАТЬ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявланӑ кун, Михаил Иванович Скворцов профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ырми-канми словарь ӑсти Михаил Иванович Скворцов профессор» фотокурав уҫӑлчӗ. Кунта паллӑ словарь ӑстин ӗҫне хаклакансем пухӑнчӗҫ — тӑванӗсемпе тусӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, пӗр ҫуртра пурӑнакан кӳршисем, ӑслӑлӑх анинче пӗрле вӑй хунисем. Вӗсем пурте хӑйсен сӑмахӗнче Михаил Ивановичӑн пысӑк ӗҫне палӑртрӗҫ.

«Ырми-канми словарь ӑсти Михаил Иванович Скворцов профессор» тесе ят панӑ фотокурав паллӑ профессорӑн пӗтӗм кун-ҫулӗпе паллаштарать — инҫетри Египетран пуҫласа пурнӑҫӗн юлашки кунӗсемчченех. Кунта Каирти тусӗсемпе пӗрле тунӑ сӑнсем те, Хусан университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрисем те, вӗренӳ институтӗнче ӳкерӗннисем те пур. Фотосӑнсенче Михаил Скворцов пурнӑҫӗн тӗрлӗ саманчӗпе паллашма пулать: кану вӑхӑтӗнчисемпе те, ҫемйипе пӗрле тунисемпе те, ӗҫтешӗсемпе пӗрле ӳкерӗннисемпе те. Вӗсенче паллӑ профессорӑн пӗтӗм кун-ҫулне йӗрлесе тухма пулать.

Фотокурав темиҫе эрне гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулӗ. Словарь ӑстин пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем килсе паллашма пултараҫҫӗ. Институт ӗҫтешӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фотокурав куҫса ҫӳрӗ, сӑнсемпе ытти ҫӗрте те паллашма май пулӗ: сӑмахран, Михаил Иванович чылай ҫул тӑрӑшнӑ вӗренӳ институтӗнче. Ҫавӑн пекех Канаш район ентешлӗхӗн элчисем те ку фотокурава хӑйсен тӑрӑхӗнче курма хавас пулнине пӗлтерчӗҫ.

 

Аçтахар Плотников

Хыпар çăлкуçĕ: https://www.chuvash.org/news/18338.html