МИТТА ВАÇЛЕЙ: «ҪАК ЮРРА ЭП АХАЛЬ МАР ЮРЛАРӐМ» (КӖНЕКЕПЕ ДОКУМЕНТ КУРАВӖ)
Чăвашсен поэчĕ, пултарулӑхлӑ ҫыравҫӑ, ӑста куҫаруҫӑ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрӗ.
Митта Ваçлейне сума суса пуш уйӑхӗн 12-мӗшĕнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йĕркелерĕç. Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ.
Уява Литература музейӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ Ирина Оленкина ертсе пычӗ. Музей ӗҫченӗсем мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ.
Юбилей каҫӗнче Митта Ваҫлейӗн пултарулӑхне хак пама ӑслӑлӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, тӑванӗсем, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, учительсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
Поэтӑн иксӗлми пултарулӑхне Виталий Родионовпа Юрий Артемьев тӗпчевçӗсем, Патăрьел администрацийӗн тӗп специалисчӗ Полина Логунова, Патăрьел район библиотекин тивӗҫтерӳ пай ертӳҫи Наталья Ракова, Чӑваш наци конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи, наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова, Патăрьел ентешлӗхӗн пуçлӑхӗ Владимир Семенов, Митта Ваçлейĕн мăнукĕ - Илемпи Васильевна, хĕрӗ - Дарья Мартыненко хакларӗҫ. Уява килнисем пултарулӑхлӑ ҫыравҫӑн, ӑста куҫаруҫӑн Митта Ваҫлейӗн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тулли каласа пачĕҫ.
Конгресӑн хастарӗ Вера Архипова Митта Ваҫлейӗ чӑннипех те чӑваш чунлӑ поэт пулнине палӑртӗ, хайлавӗсепе паллаштарчӗ, унӑн сӑввисемпе поэмисем, калавӗсемпе очеркӗсем республикари тата Чӑваш наци вулвӑшӗнчи Кӗнеке палатинче тата «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче тирпейлӗн упраннине пӗлтерчӗ. Уявра куракансене конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурс лауреачӗ Роза Степанова «Атӑл урлӑ каҫнӑ чух» чӑваш халӑх юррипе савӑнтарчӗ. Шупашкарти 60-мӗш шкулта вӗренекенсем поэзипе музыка композицине кӑтартрӗҫ.
«…Митта Ваҫлейӗ хӑйне евӗр сӑвӑҫ, хӑйне евӗр ҫын, хӑйне евӗр шухӑшлавҫӑ, хӑйне евӗр сӑмах ӑсти пулнӑ. Сӑвӑ унӑн ӗҫӗ мар, унӑн сывлӑшӗ, унӑн пурнӑҫӗ, унӑн чӗре таппи пулнӑ», - тесе ҫырать поэтӑмӑр пирки академик Геннадий Волков (Паллӑ ҫынсем – Митта Ваҫлейӗ ҫинчен.- Ялав. – 1988. - № 3. С. 19).
Музейра йӗркеленӗ «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» кӗнекепе документ куравӗ, унти экспонатсемпе паллаштарни, поэтӑн пурнӑҫӗнчи кӑсӑк пулӑмсем ҫинчен каласа панисем Митта Ваҫлейӗ сумлӑ ячӗ чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑр пулнине тепер хут ҫирӗплетрӗҫ.
Вера Архипова, ЧНК культура комитетчӗн ертӳҫи.