Чăваш лексикографийĕн ăслăлăх семинарĕ

23.12.2022 17:02 | просмотров: 557
Чăваш лексикографийĕн ăслăлăх семинарĕ

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш лексикографийĕн çулленхи «Словарь тăвас ĕçĕн теорийĕпе практики» ăслăлăх семинарĕ иртрĕ. Ăна кăçал тĕрĕк тата монгол чĕлхисен паллă тĕпчевçи, тĕрлĕ çĕршыври Ăслăлăх академийĕсен пайташĕ Николай Поппе çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Çавна май лару пуçламăшĕнче унăн чăваш чĕлхипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсене («О родственных отношениях чувашского и тюркско-татарских языков», «Чуваши и их соседи», «Zur Stellung des Tschuwaschischen», «On Сhuvash‑Mongolian Lin­gu­istic Contacts» т. ыт. те) аса илсе калаçрĕç, Чăваш патшалăх гумнитари ăслăлăхĕсен институчĕн (ЧПГĂИ) архивĕнче упранакан çырăвĕсене пичетлесе кăлармаллине палăртрĕç.

ЧПГĂИн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Г.А. Дегтярёв чăваш лексикографийĕнчи çĕнĕлĕхсемпе тата килес çулхи плансемпе паллаштарчĕ. Пухăннисем словарь ăстин М.И. Скворцов профессорăн 90 çулне  халалласа ăслăлăхпа практика конферецине ирттерессипе çыхăннă ыйтусене уйрăмах тимлĕн тишкерчĕç.

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн кафедра пуçлăхĕ А.С. Егорова чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе канашланине пĕлтерчĕ, учительсем кĕтекен сăмах кĕнекисем пирки каласа пачĕ. Шкулсене чи малтан  антонимсемпе синонимсен тата пайăр ятсемпе фразеологизмсен словарĕсемпе тивĕçтерме сĕнчĕ. Вĕрентӳ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев хальхи вăхăтра ачасем валли электронлă словарьсем хатĕрлемеллине тата вĕсене вĕренӳ порталĕсене вырнаçтармаллине палăртрĕ, çармăс тĕпчевçисен çĕнĕ лексикографи кăларăмĕсене кăтартрĕ.

Чăваш халăх сайчĕн тĕп редакторĕ Н.А. Плотников  электронлă «Чăваш чĕлхин геотопонимика словарьне» хатĕрлеме пуçлани çинчен каласа пачĕ. ЧПГĂИн ăслăлăх ĕçтешĕ И.П. Семёнова хăй хайлакан топонимика словарĕн тытăмĕпе паллаштарчĕ, пухăннисен сĕнĕвĕсене шута илме шантарчĕ.

ЧПГĂИн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ А.П. Долгова глагол сăмах майлашăвĕсен словарĕн пĕлтерĕшне уçса пачĕ, унта  ку е вăл глагол хăш падеж формипе çыхăннине кăтартмаллине асăнчĕ. ЧПГĂИн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Э.Е. Лебедев чăваш чĕлхин электронлă корпусне тăвассипе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатрĕ, ыйтусене хуравларĕ.

«Халăх шкулĕ» журналăн тĕп редакторĕ О.И. Прокопьев кăларăмăн çĕнĕ номерĕсемпе паллаштарчĕ, чĕлхе ыйтăвĕсене çутатакан кăсăклă статьясем кĕтнине палăртрĕ. Чăваш лексикографийĕн «Словарь тăвас ĕçĕн теорийĕпе практики» ăслăлăх семинарне çавăн пекех Ю.М. Виноградов, А.В. Кузнецов, О.Р. Студенцов тата ытти чĕлхеçĕсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ сĕнӳсем пачĕç.

#ЧГИГН #Чувашскийгосинститутгуманитарныхнаук

Фотографии