ЕВГЕНИЙ ЕРАГИН КӖНЕКИ — АВАЛЛӐХ ЭТКЕРӖ

23.03.2018 11:11 | просмотров: 2123

«Йӗрӗх» кӗнеке хӑтлавӗнчи тӗпчевҫӗсем хӗрсе калаҫнӑ пӗр самант

«Йӗрӗх» кӗнеке хӑтлавӗнчи тӗпчевҫӗсем хӗрсе калаҫнӑ пӗр самант

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗн «Йӗрӗх» ятлӑ тӗпчев кӗнекин хӑтлавӗ пулса иртрӗ. Йӗрӗх — чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗнче паянчченех упранса тӑракан, кил-йышпа хӗрупраҫ ырлӑх-сывлӑхне упрама хистекен йӑла пулӑмӗ. Пӗрисем ӑна турӑ вырӑннех хураҫҫӗ, теприсем чунӑш (сывлӑш, чун хӑвачӗ) теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсемшӗн вӑл кӗлетри кӗтесре упранакан пуканеллӗ, парнеллӗ е йывӑҫ-курӑклӑ пӗрнепе кунтӑк. «Йӗрӗх» кӗнекере ырӑ-усал вӑйсем пирки, йӗрӗх пулӑмӗ, пӗлтерӗшӗ, пурнӑҫри ӗлӗкхи тата хальхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай енлӗн те тарӑн, халиччен мӗн ҫырни-илтнине пухса ӑнлантарса панӑ.

Кӗнеке умне алҫырупа паллашнӑ тӗпчевҫӗсен ӗнчӗхӗсене (рецензийӗсене) лартнӑ. Унта институт ӗҫченӗсем Георгий Матвеев, Николай Егоров, Вячеслав Ендеров шырав ӗҫне ырланӑ, вӑл паха пулнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑтлавра та кӗнекене ырӑ сӑмахсемпех хакларӗҫ. Паллӑ ӑсчахсем Виталий Иванов, Виталий Родионов, Алексей Леонтьев тата институтри ытти ӑстасен сӑмахӗсем пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнеке аякран пынисене те (Тимӗр Акташ журналиста, Валерий Виноградов таврапӗлӳҫе, Сергей Щербаков историҫе) хытах килӗшнӗ. Вӗсем сакӑр пайран тӑракан кӗнекене (ӑна Алексей Сорокин таврапӗлӳҫӗн «Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӑларӑшӗнче тирпейлӗ пичетленӗ) тӗрлӗ енчен тимлесе тухрӗҫ.

Чӑваш тӗнӗ-ӗненӗвӗнче турӑсемпе ырӑсем, хаярсемпе усалсем пит нумай. Йӗрӗх — вӗсенчен пӗри кӑна. Аҫтаха, алпастӑ, акар, вутама, вупӑр, вушни, ийе, имӗр, кӑчӑрми, нухӑт, пихампар, пӳртем, хӑрпан, хӗртсурт, эсрел, явӑл... Евгений Ерагин вӗсене пӗччен тӗпчесе пӗтерейрес ҫук, анчах — тӗпчемеллех. Халӑхӑмӑрӑн пин-пин ҫул тӑршшипе упранса пынӑ ӑс-хакӑл еткерне ухмахла таптаса тӑкас ҫук. Ӑслӑлӑх институчӗ мифлоги кӑтартмӑшӗпе тӗпчев кӗнекине кӑларма палӑртнӑ. «Йӗрӗх» кӗнеке шӑпах ҫав шантарупа уҫӑлать. Эппин, ӗҫӗн тӑсӑмӗ пулатех.

Виталий Станьял

Хыпар çăлкуçĕ: Чăваш халăх сайчĕ