КУҪРАН КУҪҪУЛӖ АХАЛЬ ЮХМАСТЬ, ХАЛӐХ СӐМАХӖ АХАЛЬ ТУХМАСТЬ…
Çĕр çине килнĕ çынна çут çанталăк куллен тĕрлĕ арăш-пирĕшрен (асар-писер пулăмсенчен) хÿтĕленме вĕрентсе çитернĕ пулĕ. Анчах та эпир чылай чухне вĕсем çине çăмăлттайлансах пăхатпăр. Ку мана ниепле те пырса тивместех, тетпĕр. Аса илтернĕ чухне те калаканнинех темшĕн вăрçаççĕ вара.
... Чăтма çук пысăк инкеклĕ вырăнсен ячĕсем те темскерле ятлă пек туйăнаççĕ халĕ: "Хромая лошадь", "Зимняя вишня"... Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи хăрушă инкек те паянхи кунчченех пирĕн чĕресене сÿлеттерет...
Раççей паян та, ыран та, виçмине те чăтаймасăр хÿхлет. Çĕршер çын хăйсен чи çывăх тăванĕсене, тĕпренчĕкĕсене, ачисене тек нихăçан та, темĕн пек курас тесессĕн те, кураймĕ. Вĕсем, Ырлăх-Сывлăхпа, Савăнăçпа, Телейпе (пурте эпир телей курма килнĕ!!!) пурăнаканскерсем-пурăннисем, çавна курма çуралнăскерсем, темле вăрçа-харçа пула куçĕсене вăхăтсăр хупман, çак çут тĕнчерен вăхăтсăр ĕмĕрлĕх уйрăлса кайман... Пĕлсе, курса тăрсах, усалпа çапăçсах, кăшкăрсах, пулăшу ыйтсах тата хăш-пĕрисем тăванĕсемпе сыв пуллашсах "унталла, пит тĕттĕм вырăналла, путнă". Камăн е мĕнĕн айăпĕ-ши кунта??? Уйрăмах "çав кантăк çинчи чечексене" камсен усал аллисем тек çемçе чĕлхепе пăшăлтатса лăплантармалла мар турĕç-ши???
Чăваш Енре те темĕн чухлех пулĕ паян хурланакан. Хурлану сăмахĕсем те куççульпе пĕр чарăнми çăвăнаççĕ... Пач вăхăтсăр вилнисен чунĕсем малашне куккук сассипе, чĕкеç сассипе, автан сассипе çеç çÿрĕç... Çÿлти Турă-Хăват вĕсене лайăх вырăн тупса паратех...
Л. Атлай