"ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2018»: ПАЯН ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔН ЛАРĂВĔ ИРТРĔ

10.04.2018 17:13 | просмотров: 1632
"ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2018»: ПАЯН ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔН ЛАРĂВĔ ИРТРĔ

2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2018» акцин Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларура диктант конкурсне пĕтĕмлетрĕç, «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулакана çирĕплетрĕç, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци сăн-сăпатне суйларĕç.

Çавăн пекех хăш вырăнта кам диктант текстне вуласа çыртарнине, тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсемпе тата диктант текстне вулакансемпе хăçан тĕл пулассине палăртрĕç, диктант тĕрĕслекенсен йышне çирĕплетрĕç.

 

Александр Кузнецов