ГЕОГРАФИПЕ ÇЫХĂННĂ ЯТСЕМ

16.04.2018 12:42 | просмотров: 1570

 Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче В.А. Нестеровăн «Над картой Чувашии» иккĕмĕш кăларăм кĕнеке кун çути курнă, вăл шăпах географипе çыхăннă ятсене тĕпчет.

Чăваш Ен территорийĕнче халĕ паллă географилле ятсен системи нумай ăрусемпе ĕмĕрсем хушши йĕркеленсе пынă. Ятсем яланах пĕрешкел мар: пĕрисем çĕнĕрен тухаççĕ, теприсем манăçаççĕ те картта çинчен çухалаççĕ, е тата улшăнаççĕ. Çавна шута илсе кĕнекере 16-мĕш ĕмĕртен пуçласа паян кунчченхи вăраха тăсăлакан историлле тапхăр материалĕсемпе усă курнă.

Историпе топоними заметкисене Чăваш Республикин территорийĕнчи чĕлхе тата тематика ушкăнĕсем тăрăх йĕркеленнĕ географилле ятсем пулса кайнин мелĕсене тата лексика йышне тишкерни кĕрет. Чăваш топонимине, çавăн пекех кунта сахал сарăлнă вырăс, тутар, мари тата мордва чĕлхисенчен пулса кайнă ятсене тĕплĕн пăхса тухнă. Мĕнрен пулса кайни паллă мар ятсене тишкернĕ. Патшалăх архивĕнче упранакан 16-20-мĕш ĕмĕрсенчи питех паллă мар картографии, çырулăх докуменчĕсене илсе кăтартнă.

Издани редакторĕ - В.В. Степанов, художникĕ - С.В. Бритвина, тираж - 1500 экземпляр.

ПĔЛМЕ

Ку вăхăтри списокпа Чăваш Республикинче 9 хула, хула йышши 8 поселок, 1700 яхăн ял шутланать/ вĕсенчен 40 проценчĕ кăна чăн чăвашла ятсемлĕ. Чăвашла мар ятсем хушшинче Атăл тăрăхĕнчи кӳршĕллĕ халăхсен - тутар, мари тата мордва чĕлхисенчен куçнă ятсене тупма пулать. Чăвашла ятсенче пуринчен ытларах тĕл пулаканни «кас» сăмах шутланать ?варианчĕсем: кас, касси%. 1809 ялтан 435-шĕн ячĕ «кас» сăмахпа йĕркеленнĕ.

«Ĕç ялавĕ», Етĕрне район хаçачĕ.