А.М. Горький ячĕллĕ тĕнче литератури институчĕн сборникĕнче пирĕн ĕçтешсен статйисем пичетленчĕç

29.01.2024 17:53 | просмотров: 717
А.М. Горький ячĕллĕ тĕнче литератури институчĕн сборникĕнче пирĕн ĕçтешсен статйисем пичетленчĕç

2023 çулхи юпа уйăхĕнче Мускавра, Р.Г. Гамзатов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа,«Нацисен тĕнче сăнлавĕсем» («Национальные картины мира») ятлă Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх конференцийĕ иртнĕччĕ. Форума А.М. Горький ячĕллĕ тĕнче литератури институчĕ йĕркелерĕ.

Унта пленарлă ларура филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г. Родионов тухса калаçрĕ. Вăл П. Хусанкай поэмисене çĕнĕ куçпа пăхса хакларĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.В. Никифорова онлайн мелпе хутшăнчĕ. Вăл М. Карягина пултарулăхне тишкерчĕ. Нумаях пулмасть çав конференци материалĕсем пичетленсе тухрĕç. 

#ЧГИГН #Чувашскийгосинститутгуманитарныхнаук

Фотографии