Антонина МОРДВИНОВА: Мана ăннă пек кашнинех ăнмасть («Хыпар»)

07.02.2024 12:11 | просмотров: 473
Антонина МОРДВИНОВА: Мана ăннă пек кашнинех ăнмасть («Хыпар»)

Çулталăк пуçламăшĕнче вăл Раççей шайĕнчи наградăна, «Культурăпа искусствăри ĕçсемшĕн» медале, тивĕçнĕ. Юратнă профессийĕнче 40 çула яхăн вăй хурать. Хальхинче хамăрăн тĕпеле Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен искусствоведени кандидатне, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне Антонина Мордвиновăна чĕнтĕмĕр.

Сывлама та хăранă

— Антонина Ильинична, пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр сире. Кăмăлăр мĕнле?

— Медаль пани кăмăллă паллах. Анчах ку чи кирли мар. Хăшĕ-пĕри хисеплĕ ятсене юратать, теприсемшĕн вĕсем те пур, те çук. Маншăн чи пĕлтерĕшли — юратнă ĕç.

— Сирĕн пурнăçра ачалăх мĕнле йĕр хăварнă?

— Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Аттепе анне чăвашсем пулнă. Эпир хăй вăхăтĕнче хула шкулĕнче чăвашла вĕренмен. Мана ача чухне каникул вăхăтĕнче кукамай ялне яратчĕç. Патăрьел тăрăхĕнчи Кĕçĕн Патăрьелте чăвашла калаçма вĕрентĕм. Атте Илья Иванович столяр ĕçне лайăх пĕлетчĕ. Сăмах май, хушамата улăштарман эпĕ. Атте каланă тăрăх, унăн аслашшĕ йывăçа эрешлесе касас, унран хитре япаласем ăсталас енĕпе ăста пулнă. Ирçесем вăрманпа ĕçлемелли пысăк эртелсем тытнă. Ирçе маçтăрĕсемпе килĕштерсе ĕçленĕ вăл. Çавăнпах ăна каярахпа «Мордвин» тесе чĕнме тытăннă. Çавăнтанах Мордвинов хушамат пулса кайнă.

— Аса илмелли тата пур-тăр.

— Тĕрĕссипе, ача чухне темĕнпе те кăсăкланаттăм. Балет студине нумай çул çӳрерĕм. Рисовани вĕрентекен Юлия Горелова мухтатчĕ. Модельер ĕçĕ те интереслентеретчĕ. Хам валли темĕн те çĕлеттĕм. Шкул пĕтернĕ вăхăтра Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнче вырнаçнă ӳнер искусствин студине çӳрерĕм. Унта пурте ӳнер училищине вĕренме каймашкăн хатĕрленетчĕç. Эпĕ те училищĕне кĕтĕм. Пире художниксем вĕрентетчĕç. Искусствăсен историне Ирина Козоровицкая ертсе пыратчĕ. Ирина Лазеревна вĕрентнĕ чухне сывлама та хăраттăмăр. Тĕлĕнмелле кăсăклăччĕ унăн занятийĕсем. Эпĕ кĕнеке вулама юрататтăм. Ӳнер училищине пĕтернĕ чухне искусствовед пулма ĕмĕтленеттĕм. Вĕренме каймашкăн тӳрех май килмерĕ, мĕншĕн тесен çемьеллĕччĕ, ывăлăм пĕчĕкчĕ. Санкт-Петербургри И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче куçăн мар майпа ăс пухрăм. Ун чухне эпĕ Шупашкарти ӳнер музейĕнче ĕçлеттĕм. Музейре вăй хуракансене вузра кăмăллатчĕç. Вĕсем — чи лайăх студентсем-çке. Кăмăлласах вĕрентĕм. Шăпа çавăн пек çаврăнса тухрĕ: ӳнер музейĕнче турăшсемпе интересленсе кайрăм. Диплом ĕçне Введени соборĕн архитектурине тишкерсе çыртăм. Алла авалхи документсем лекрĕç. Çапла ăраскалăм мана искусствоведение хăех илсе çитерчĕ. Паллах, музейре ĕçлени — питĕ лайăх практика. Куравсем йĕркелеттĕмĕр, мĕн пур картинăна пĕлеттĕмĕр. Художниксемпе çыхăну тытни те ырă витĕм кӳчĕ. Пĕрремĕш статьяна ӳнер музейĕнче ĕçленĕ чухне çыртăм. Авалхи вырăс искусствипе çыхăннă вăл. Аслă шкултан вĕренсе тухсан, аспирантурăра пĕлӳ илнĕ чухне мана Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне чĕнчĕç. Унта ученăйăн чăн пурнăçĕ пуçланчĕ.

Айхи панă пурнăç урокĕсем

— Апла пулсан ĕçĕр пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. Манăн шухăшпа, Чăваш Енре чиркӳ искусствине пĕлекен специалист нумай мар.

— Çук вĕсем. Ун чухне Алексей Трофимов директорччĕ. Телее, институтра хамăн темăпа ĕçлеме ирĕк пачĕç. Эпĕ вăй хунă вăхăтрах диссертаци çыртăм. Чăваш Енри чиркӳсен йывăç скульптурине тĕпчерĕм. Диплом ĕçне Введени соборĕпе çыхăнтарнăран материалăн пĕр пайне пухнăччĕ ĕнтĕ. Çак ĕçе тăсас килчĕ. Санкт-Петербургри живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче /халĕ ӳнер академийĕ/ Елена Мозговая профессор скульптура енĕпе вăйлă специалистчĕ. Елена Борисовна диссертаци çырма сĕнчĕ. Вăл вăхăтра мана «Сурпан» выставка залĕн ертӳçине çирĕплетнĕччĕ. Ун чухне Геннадий Айхипе «Мир этих глаз» /«Айги и мир его художественного окружения»/ проект хатĕрленĕччĕ. Çак ĕçе Олег Улангин художникăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕччĕ. Питĕ чаплă курав пулчĕ. Ун пек шайри выставка унччен те, кайран та пулман. Геннадий Николаевичшăн ку тема çывăхчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Мускаври Маяковский музейĕнче ĕçленĕ. Геннадий Айхи, пĕлетĕр ĕнтĕ, тĕлĕнмелле çынччĕ. Унпа калаçни хăех мĕне тăрать. Мĕншĕн тесен ĕçе вăл тĕплĕн, чуна парса тăватчĕ. Выставкăна епле йĕркеленине час-часах аса илетĕп. Вăл вак-тĕвек япаласем таранчченех тĕрĕслесе тăратчĕ. Çав тери яваплă пулни мана тĕлĕнтернĕччĕ те. Тĕрĕссипе, çакă мĕнле ĕçлемеллине кăтартакан тĕслĕх. «Эсир ĕçĕре епле вĕçлетĕр? Çырса пĕтерсенех пичете сĕнетĕр-и?» — ыйтнăччĕ эпĕ унран пĕррехинче. «Манăн ĕçе пĕр вăхăт вырттармаллах. Эпĕ ун çине çĕнĕ куçпа пăхмасăр, унта тек нимĕн те тумалла маррине ăнланса илмесĕр пичете сĕнместĕп», — тенĕччĕ. Унпа хутшăнни, калаçни маншăн пурнăç урокĕ пулчĕ.

— Миçе кĕнеке çырнă эсир?

— Ултă монографи кăларнă, 100 ытла статья пичетленнĕ. Кĕнекесем те пур. Пĕлтĕр Анатолий Миттов художнике халалланă «Будущее не спешило ко мне» республикăра «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки» конкурсра чи нумай вуланакан кĕнекесен шутне кĕчĕ. Ĕçĕме чиркӳ искусствинчен пуçларăм. Паллах, пĕр темăпа кăна аппаланса лараймастăн. Владимир Нагорнов скульптор çинчен çырма ыйтрĕç. Ăна унăн палăкне уçнă вăхăта хатĕрлемеллеччĕ. Вăл 2003 çулта пичетленчĕ. Пире сĕннĕ темăсем яланах интереслĕ, мĕншĕн тесен эпир унта «пуçĕпех путатпăр». Материалсем шыратпăр, шухăшласа çӳретпĕр. Çав вăхăтрах чиркӳ архитектурипе ĕçлеттĕм. Шупашкарти Введени соборĕ çинчен çырнă кĕнеке 2009 çулта тухрĕ. Материалсене архивра шырарăм. Чиркӳ искусствипе нимех те çукчĕ. Чăваш Енре ĕçлесе турăш ӳкернисен каталогне хатĕрлерĕм. Çак кĕнекене çырассишĕн архивсенче нумай çул ларма тиврĕ. Унтанпа материалсем пухăнчĕç. Маларах тунă сăн ӳкерчĕксем тĕксĕмрех тухнăччĕ. Чиркӳре реставраци ĕçĕсем тунă хыççăн халĕ турăшсем урăхларах курăнаççĕ те кĕнекене çĕнĕрен кăларас килет. Çав вăхăтрах «Евгений Бургулов — театр художникĕ» кĕнекепе ĕçлерĕм. Çав тери пултаруллă художниксем Розалия Ермолаева, Василий Гурин, Евгений Бургулов Шупашкара 1948-1949 çулсенче килнĕ. Вĕсем ӳнер училищин шайне çĕкленĕ. Вăл Раççейре вун-вун çул чи лайăххи шутланнă. Ӳнер училищи хыççăн пурте тенĕ пекех Санкт-Петербургри ӳнер академине кайнă. Розалия Михайловна училище директорĕнче ĕçленĕ чухне вĕренӳ тата юсав ĕçĕсен пахалăхне тĕплĕн тĕрĕслетчĕ. Эпĕ те ун патĕнче вĕреннĕ. Ăна хисеплеттĕмĕр, мĕншĕн тесен вăл живопиç енĕпе чаплă ăстаччĕ. Унра Турă панă талант пурччĕ. Шупашкарти ӳнер училищине Розалия Ермолаевăн ятне пама ĕмĕтленетпĕр, мĕншĕн тесен шăпах вăл унăн ят-сумне çĕкленĕ. Каярахпа унăн вĕренекенĕсем Виктор Бритвин, Александр Федосеев нумай çул вĕрентрĕç.

— Паянхи художниксене мĕнле хаклатăр?

— Халĕ пысăк картина ӳкерекен художниксем, çамрăк искусствоведсем çук. Эпир ытларах этюдсем, пейзажсем куратпăр. Картина-пейзаж тусан та аванччĕ… Шел те, пирĕн искусствăран картинăн пысăк форми çухалчĕ. Ăна мĕнле тавăрмаллине пĕлместĕп. — Çамрăк специалистсем тăван тăрăха мĕншĕн таврăнмаççĕ? — Халĕ патшалăх саккасĕ çук. Маларах Ӳнер фондĕнчен саккас илме май пулнă. Паян укçа ĕçлесе илес тесен художниксен темиçе вырăнта ĕçлеме тивет. Талантлă çамрăк художниксем Константин Кокель, Татьяна Серебрякова ӳнер училищинче вĕрентеççĕ. Шел, халĕ манăн чиркӳ темипе ĕçлеме вăхăт çитмест. Ытти тема та нумай. Искусствоведени уйрăмĕнче икĕ çын кăна юлчĕ: эпĕ тата Алина Малинина. Эпĕ харăсах тăватă темăпа ĕçлетĕп: Çеçпĕл Мишшин тата Шупашкар хулин юбилейĕсемпе, Анатолий Миттовпа… Кăçал çулла «Тĕрĕксемпе славянсем» конференци ирттерме палăртатпăр. Хамăр тăрăхри XVI-XVII ĕмĕрсенчи палăксене тĕпчетĕп. Шупашкарти арçынсен çветтуй Троица мăнастирĕ кăларса тăракан альманахра та статьясем пичетлетĕп. Эпĕ — арçынсен мăнастирĕн наместникĕ çумĕнчи общество канашĕн членĕ те. <...>

Роза ВЛАСОВА 

Газета «Хыпар» 

#ЧГИГН #Чувашскийгосинститутгуманитарныхнаук