Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018

20.04.2018 12:00 | просмотров: 3597
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне пĕтемлетрĕ, чăваш халăх писателĕ А. Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текста суйласа илчĕ. Иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене:

2013 çулта Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ;

2014 çулта ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист çырнă;

2015 çулта чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ;

2016 çулта - чăваш халăх писателĕ А. Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» повесть (Шупашкар, 1977 çул) сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ;

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н. Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ текст пулчĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: totalnyi2018@yandex.ru

2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш, 209-мĕш аудиторисем), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика факультетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434-мĕш, 410-мĕш аудиторисем) тата Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, 201-мĕш, 202-мĕш аудиторисем) 13.00 сехетре пуçланать.

Диктант çырма кăмăл тунисен заявка totalnyi2018@yandex.ru адреспа çак формăпа ярса памалла:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят

Миçе çулта?

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)

Ăçта çырасшăн – Шупашкарта-и е пурăнакан вырăнта-и?

 

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8(8352) 45-02-58 (Долгова А.П., Кузнецов А.В.), 8(8352) 45-99-96 (Петрова С.В.), 8(8352) 62-61-49 (Денисова Т.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chgign.ru адреспа тупма пулать.

 

2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттернĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2018»

акцин Йĕркелÿ комитечĕ ларăвĕн

ЙЫШĂНĂВĔСЕМ:

1. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен диктант çырмалли бланксем, акцие йĕркелеме хутшăнакансем валли Тав çырăвĕсем тата «5» паллă илнисем валли Сертификатсем хатĕрлемелле.

2. Диктант тексчĕсен конкурсне пĕтĕмлетни.

Диктант тексчĕсен конкурсне 7 ĕç хутшăннă. Йĕркелÿ комитечĕ А. Артемьев хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ.

3. «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулакана çирĕплетни.

«Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулама «Тăван радио» аслă редакторне Ольга Михайловăна (Элимене) сĕннĕ, унпа килĕшсе татăлнă.

4. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци сăн-сăпатне çирĕплетни.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2018» акци сăн-сăпачĕ пулма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн 5 курс студенткине Прокопьева Александрăна сĕннĕ.

Александра Владимировна Прокопьева Чӑваш Республикин Тӑвай районĕнчи Тӑрмӑш ялĕнче çĕртме уйӑхĕн 7-мĕшĕнче çуралнӑ. Тӑрмӑш шкулĕнче вĕреннĕ вӑхӑтрах пултарулӑхĕпе, хастарлӑхĕпе палӑрнӑ маттур пике шкул хыççӑн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн студентки пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш тата вырӑс филологи факультечĕн чӑваш филологи уйрӑмĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. «5» паллӑсемпе çеç вĕренекен Александран Республика тата Раççей шайĕнчи ӑслӑлӑх конференцийĕсенче мала тухнине çирĕплетекен диплом та чылай. Вӑлах «Аслă Атăл çамрăклăхĕн» лауреачĕ (Шупашкар, 2017), культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЭКО» çамрăксен форумĕнче «Чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсем» тĕпчев ĕçĕпе хутшăнса I степеньлĕ Диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçнĕ (Мускав, 2016).

Пушӑ вӑхӑтра Саша юрлама юратать, волейболла вылясси, йĕлтĕрпе чупасси те уншӑн чун канӑçĕ. Александра университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухма ӑнтӑлать, хыççӑн илнĕ профессипе шкула вырнаçса ачасенче чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма ĕмĕтленет.

5. Диктант текстне аудиторисенче вулакансен йышне палăртни.

1) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ (тĕп тÿрем):

а) Тимофеев Владимир Валерианович, «Россия 1» каналăн информаци программисен службин пуçлăх çумми;

ă) Прокопьева Александра Владимировна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5 курс студентки;

2) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ:

а) Семенова Галина Николаевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ;

ă) Мукина Ираида Васильевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

3) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ:

а) Ядранская Инесса Владимировна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренÿ центрĕн пуçлăхĕ;

ă) Игнатьева Валентина Ивановна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх лабораторийĕн ертÿçи;

6. Диктант текстне вулакансемпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 216-мĕш аудиторийĕнче ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 14 сехетре заняти ирттерес.

7. Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсемпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйахĕн 20-мĕшĕнче 13 сехетре заняти ирттерес.

8. Диктант тексчĕсене тĕрĕслекенсен çак йышне çирĕплетес:

Артемьева Тамара Васильевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ;

Ахвандерова Алина Давыдовна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ чăваш чĕлхипе литература кафедри пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан;

Брусова Галина Федоровна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ;

Виноградов Юрий Михайлович, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;

Владимирова Ольга Геннадиевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Доброва Надежда Васильевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Егорова Анна Семеновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан;

Ефремова-Ильина Надежда Геннадьевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ;

Иванова Надежда Григорьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Игнатьева Валентина Ивановна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх лабораторийĕн ертÿçи;

Ильина Галина Геннадьевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ;

Лебедев Эдуард Евгеньевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ;

Михуткина Марина Геннадьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Мукина Ираида Васильевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Никифорова Вера Витальевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ;

Осипов Николай Николаевич, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ;

Петрова Людмила Германовна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Савирова Марина Петровна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Семенова Галина Николаевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ;

Семенова Татьяна Ивановна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ;

Смирнова Лариса Алексеевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Софронова Ирина Владимировна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Терентьева Ольга Николаевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ;

Федорова Алевтина Рюриковна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Федотова (Ермилова) Елена Владимировна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ;

Чекушкина Елена Петровна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Чернова Нина Николаевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;

Ядранская Инесса Владимировна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренÿ центрĕн пуçлăхĕ;

Якимова Екатерина Романовна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

Якимова Надежда Ивановна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика факультетĕнчи аслă курс студенчĕсем;

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чӑваш тата вырӑс филологи факультетĕнчи аслă курс студенчĕсем.

9. Тĕрлĕрен.

 

Институт директорĕ П. Краснов

Прикрепленные файлы

Бланк для диктанта-1.pdf 396.71 Kb | загрузили: 1137