Çĕнĕ кĕнекен радио хăтлавĕ

24.04.2024 15:03 | просмотров: 755
Çĕнĕ кĕнекен радио хăтлавĕ

Паллă чĕлхеçĕн тата словарь ăстин Михаил Иванович Скворцов профессорăн (1933–2016) 90 çулне халалласа ирттернĕ ăслăхпа ĕçлĕх конференцийĕн материал пуххи – «Лексикографин, терминологин тата куçару теорийĕн çивĕч ыйтăвĕсем» (Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода) кĕнеке пичетленсе тухнине эпир пĕлтернĕччĕ.  Ăна пухса хатĕрлекенсем – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн  ĕçченĕсем Г.А. Дегтярёвпа   Э.Е. Лебедев. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак кĕнекен радио хăтлавĕ  (радиопрезентацийĕ) иртрĕ.

Чăваш радион («Чăваш Ен» ГТРК) О.Н. Туркай йĕркелесе пыракан «Çĕнĕ кĕнеке» ярăмĕнчи черетлĕ кăларăм ирхине эфира тухрĕ.  Унта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхеçисем Г.А. Дегтярёвпа А.П. Долгова хутшăнчĕç: Михаил Иванович Скворцов çинчен каласа пачĕç,  ăна халалланă кĕнекепе паллаштарчĕç.

ВЫПУСК