«Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн классикĕ: пурнăç çул-йĕрĕпе ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтел иртрĕ

24.04.2024 16:49 | просмотров: 777
«Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн классикĕ: пурнăç çул-йĕрĕпе ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтел иртрĕ

2024 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чăваш Республикин наци библиотекинче ĕçлекенсем йĕркеленĕ «Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн классикĕ: пурнăç çул-йĕрĕпе ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтел ларăвĕ иртрĕ. Ăна тăван чĕлхемĕрĕн тĕпчевçи Тимофей Матвеевич Матвеев (1884–1939) çуралнăранпа 140  çул çитнине халалланă. Унта Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата Наци бибилиотекин ĕçтешĕсем, Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн преподавателĕсем, республикăри çыравçăсем хутшăнчĕç.

Çавра сĕтел çинчен хамăр сайтра маларах пĕлтернĕччĕ, халĕ ун ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тетпĕр.

Ларăва уçнă май Юрий Николаевич Исаев иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче чăваш ăслăлăхĕпе культуринче вăй хунă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Ирина Семёнова чăвашсен паллă ăсчахĕн Тимофей Матвеевич Матвеевăн кун-çулĕпе тата унăн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл И.Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен, Хусан университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнине палăртрĕ. Каярахпа Вятка кĕпернинчи Глазов хулинче тата Канашра учитель семинарийĕсенче, Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕрентнĕ, Чăваш АССР Çутĕç халăх комиссариатне пăхăнса тăракан Академи центрĕн наука сотрудникĕ пулни çинчен тата ытти çĕрте ĕçлени çинчен, вăл Н.И. Ашмаринпа, Ф.Т. Тимофеевпа, Н.Я. Золотовпа тата ытти тĕпчевçĕсемпе тачă çыхăну тытнă пирки пĕлтерчĕ. Унăн пултарулăхĕ «Чăваш  сăмахĕсен кĕнекин» редакторĕ пулнинче, шкулта вĕренекенсем валли чăваш чĕлхин грамматикĕн кĕнекисене кăларнинче, чăваш орфографине йĕркелес ĕçĕ хутшăннинче лайăх курăннине палăртрĕ. Алина Ахвандерова Т.М. Матвеев чăваш диалектологийĕн ăслăлăх никĕсне хываканĕ пулнине, унăн тата ун хыççăн тунă ĕçсене малалла аталантарса çĕнĕ шая хăпартма вăхăт çитнине каларĕ. Эдуард Лебедев Т.М. Матвеев аслă ĕçтешĕ, паллă ăсчах Н.И. Ашмарин патне янă çырусене тишкерчĕ. Галина Соловьева Тимофей Матвеевăн наци библиотекинче упранакан эткерлĕхĕпе паллаштарчĕ; вăл çырнă ĕçсемпе усă курма май паракан мелсем çинчен ăнлантарчĕ. Геннадий Дегтярёв Тимофей Матвеев тата унпа пĕрле ĕçленĕ Тимухха Хĕветĕрĕн ĕçĕсем тата вĕсен синкерлĕ шăпи пирки сăмах хускатрĕ, çав саманари лару-тăру çинчен аса илтерчĕ. Ку темăна малалла тăсса Николай Ишентей çыравçă тата публицист Тимофей Матвеевпа Тимухха Хĕветĕрне халалланă «Çутталла» сăвăллă трагедин историйĕпе тата çак хайлавăн уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Алевтина Долгова 100 çул каялла пичетленсе тухнă чăваш чĕлхи фонетикипе грамматики çинчен чăвашла çырнă пĕрремĕш кĕнекене – Тимухха Хĕветĕрĕн икĕ пайлă «Чăваш чĕлхийĕн крамматикĕ» çинчен кĕскен каларĕ. Олег Студенцов Тимухха Хĕветĕрĕ  куçаруçă та пулнине, вăл Александр Пушкин, Лев Толстой тата ытти писательсеен хайлавĕсене, ытти ыйтусемпе çырнă литературăна та чăвашла куçарни çинчен пĕлтерчĕ. Анна Егорова паянхи шкулта тăван чĕлхене вĕренмелли кĕнекесем кăларасси мĕнле пынине каласа пачĕ, хальхи лару-тăрăва иртнипе танлаштарчĕ, малашлăхри плансене палăртрĕ.

Тухса каланисене сӳтсе явнă чухне Светлана Асамат çыравçă, Вера Никифорова, Алексей Леонтьев, Елена Батченко ăслăлăх ĕçтешĕсем, Ольга Тимофеева библиотека ĕçченĕ сăмах каларĕç.

Çавра сĕтел ларăвĕн ĕçне хутшăнакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 20–30-мĕш çулĕсенче вĕрентӳре, культурăра, ăслăлăхра вăй хунă çынсен эткерлĕхĕ халĕ те актуаллă пулнине, паянхи ăрусене унпа анлăрах паллаштармаллине палăртрĕç. 

#ЧГИГН #Чувашскийгосинститутгуманитарныхнаук  

Фотографии