ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТА

05.05.2018 10:07 | просмотров: 2234
ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТА

ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТА,

СĂМАХЛĂХ ПАЙĔНЧЕ ПĔРЛЕ ĔÇЛЕНĔ ТУСĂМА,

80 ÇУЛА ÇИТНИПЕ САЛАМЛАСА

 

Пайри туссем, тавах, пурнатпăр,

Юлас марахчĕ пĕр-пĕччен.

«Çуллен сайраланса пыратпăр», -

Тесеччĕ Хусанкай пичче.

 

Çук ĕнтĕ Кириле, Васан та,

Питех те ăслă Жорж-Якур.

Хунатпăр-ха. Епле пулсан та

Ĕçĕмĕре тăсаççĕ, кур!

 

Эпир, тен, ытларах та çуннă,

«Персе пăрахăр!» таранах.

Пире ун чух камах ыр суннă?

Суранĕ, чăн та, тарăнах.

 

Тимĕрçисем пуçран шаккарĕç,

Вĕсен çĕтейнĕччĕ ыйхи.

Хытах шавларĕ Шупашкарĕ:

«Юмарт» та «Континент», «Айхи»…

 

Çĕнелнĕ чăнлăхăн çыранĕ

Пĕр çывăхра, тепре инçе.

 

Чăваш мăнаçлăхне шыранă

Авалхинче те хальхинче.

 

 

Тĕпчевçĕсен паян та пур-ши

Сана вăркатнă çав хавха?

Е ытларах çунатпăр пыршăн?

Тен, кăмăллатпăр хывăха?

 

Каланисем йăлтах чăн мар та,

Сан йышшисем çавах сахал.

Кĕрешӳри ĕçчен Юмартăм,

Эс маншăн халь те

ИДЕАЛ!

 

ЭРТИВАНСЕН Сăварĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Фотографии

Прикрепленные файлы

Благодарственное письмо.jpg 1.59 Mb | загрузили: 1535