Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2025
23.04.2025 21:55 | просмотров: 798

Паян, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫейри Тӑван ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2025» вӗренӳ акцийӗ иртрӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫулленех тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӑван чӗлхене хисеплекен пиншер ҫын хутшӑнать.
Чӑваш патшалӑх гуманитарии ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекенсем те акцие хастар хутшӑнчӗҫ.






