«Тӑван чӗлхене вӗренес тата упрас ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗн Шуркасси вăтам шкулӗнче «Тӑван чӗлхене вӗренес тата упрас ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ăна чĕлхе тĕпчевçи, общество ĕçченӗ Василий Андреев (1960–2002) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалларĕç.
Мероприятие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ӗҫченӗсем Геннадий Дегтярёв, Виталий Родионов, Эдуард Лебедев тата Галина Ильина хутшӑнчӗҫ. Ҫавра сӗтел вăхăтĕнче Василий Андреев пирки чылай каларĕç, хăй вăхăтĕнче унпа пĕрле ӗҫленисем, ăсчахӑн ҫывӑх тӑванӗсемпе тусӗсем ăна ăшшăн аса илчĕç. Тухса калаҫакансем тӑван чӗлхе пӗлтерӗшне тата унпа пурнӑҫра ытларах усӑ курма май пуррине уйрăмах палӑртса хăварчӗҫ. Шуркасси шкулӗнче вӗренекенсем Чӑваш чӗлхи кунĕ ячĕпе хатӗрленӗ концертне кăтартрĕç.


















