«К. В. Иванов пултарулăхě паянхи кун тěкěрěнче» К. В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă çавра сěтел

14.05.2025 07:39 | просмотров: 930
«К. В. Иванов пултарулăхě паянхи кун тěкěрěнче» К. В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă çавра сěтел

2025 çулхи çу уйăхěн 15-мěшěнче Сире К.В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă «К. В. Иванов пултарулăхě паянхи кун тěкěрěнче» çавра сěтел ěçне хутшăнма чěнетпěр. 

Çавра сěтел Чăваш Республикин наци библиотекин конференц-залěнче (214 каб.) пулать. 

14 сехетре пуçланать. 

Çавра сěтел ěçне йěркелесе пыраканě – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ертсе пыракан ăслăлăх ěçтешě Родионов Виталий Григорьевич

Тухса калаçни: 

— Родионов Виталий Григорьевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ертсе пыракан ăслăлăх ěçтешě. Константин Ивановăн кун кěнекинчи тěпчесе çитереймен вăрттăнлăхсем.

— Артемьев Юрий Михайлович, литература тěпчевçи тата критикě. Константин Ивановăн илемлěх уçлăхě.

— Александров (Упаççи) Станислав Алексеевич, литература тěпчевçи тата критикě. К. Иванов пултарулăхěнчи тěлěнтермěш шут паллисем. Чăвашсен сăваплă тěнчи.

— Мордвинова Антонина Ильинична, ведущий научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук. Образы поэмы К. Иванова «Нарспи» в творчестве А. И. Миттова.

— Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ертсе пыракан ăслăлăх ěçтешě. «Нарспи» поэмăн пěрремěш куçаруçи.

— Мишшан (Васильев) Владимир Михайлович, куçаруçă. К. Ивановăн «Нарспи» поэмине куçарса ăс пухни.

— Андреев Николай Маркелович, композитор; Николаев Иван Михайлович, юрăç. «Нарспи» поэма кěвě чěлхипе.

— Тимофеева Ольга Николаевна, Чăваш Республикин наци библиотекин ěçтешě. Чăваш Республикин наци библиотеки К. Ивановăн литература эткерлěхне сарма тăрăшни.

Фотографии