Ĕçтешĕмĕре чысласа палăк лартрĕç

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕмĕрле округӗнчи Тăванкасра Георгий Федорова асăнса палăк уçрĕç.
Георгий Иосифович Федоров – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченӗ, Патшалăх премийĕн лауреачӗ, филологи ăслăлăхĕсен докторӗ, профессор. Вăл пирĕн институтра чылай çул ĕçлерĕ, каярах та тачă çыхăну тытрĕ. Г.И. Федоров литература тĕпчевçисем хатӗрленĕ «История чувашской литературы XX века» (2015) монографи авторĕсенчен пĕри, икĕ пайран тăракан «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» (2016, 2017) авторĕ.
Г.И. Федоров литература тĕпчевçи çеç мар, литература ĕçченĕ те пулнă. Унăн пултарулăхĕ прозăра, поэзире палăрчĕ. Вăл çырнă «Ай, мăнтарăн хир мулкачи» ытарлă эскизра (1990–2015) чăваш историйĕ (колхозсем тунă тапхăр, репрессисем тата ун хыççăнхи вăхăт), халăхăн тертлĕ кун-çулĕ, шухăшлавĕ сăнарланнă. Юлашки çулсенче Г.И. Федоров куçаруçă пек те палăрчĕ: тутар, пушкăрт çыравçисен калавĕсене куçарса пичетлерĕ. Темиçе юрă авторĕ вăл. Унăн юррисем паянхи кун та чăваш радио эфирĕнче янăраççĕ.
Институт ĕçтешĕсенчен ку чыславра В.Г. Родионов, Г.А. Дегтярёв, Г.Г. Ильина, В.В. Никифорова, И.В. Софронова пулчĕç. Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Г.А. Дегтярёвпа А.Ф. Мышкина «Чăваш Ен» наци радио кăларăмне хутшăнчĕç. Пурте вĕсем Г.И. Федорова ăшă сăмахпа асăнчĕç, пултарулăхне пысăк хак пачĕç.
Людмила Сачкова сӑн ӳкерчӗкӗсем.














