«Николай Терентьев тата чăваш драматургийĕн аталанăвĕ» çавра сĕтел

Хаклӑ туссем! Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Николай Терентьев тата чăваш драматургийĕн аталанăвĕ» ятпа çавра сĕтел иртӗ. Ăна чăваш халăх писателĕ, паллă драматургĕ Николай Терентьев 100 çул тултарнине халалланă.
2025 çулта тата чылай чăваш драматургĕ хăйсен çавра çулĕсене паллă тăвать. Вĕсем хушшинче Николай Айзман (130), Михаил Акимов-Аруй (135), Леонид Родионов (110), Василий Ржанов (110), Георгий Тал-Мăрса (130), Мĕтри Юман (140), Борис Чиндыков (65) тата ыттисем те. Вĕсем те чăваш драматургийĕн аталану историйĕнче хăйсен йĕрне хăварчӗç. Асӑннӑ драматургсен пултарулӑхӗпе те паллашӑпӑр. Ҫавра сӗтел Чăваш Республикин Наци библиотекинче 137 пӳлӗмре 14 сехетре пуҫланать.
Пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр!
