Чăваш Республикин наци библиотекинче Николай Терентьев 100 çул тултарнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

19.09.2025 11:35 | просмотров: 476
Чăваш Республикин наци библиотекинче Николай Терентьев 100 çул тултарнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Николай Терентьев тата чăваш драматургийĕн аталанăвĕ» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Ăна чăваш халăх писателĕ, паллă драматургĕ Николай Терентьев 100 çул тултарнине халалланă.

Николай Терентьев – драматург, куçаруçă, артист, театр критикĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. 1925 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Кашнаруй ялĕнче кун çути курнă. Мускаври А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИС студийĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артист, литература пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

Унăн хайлавĕсенчен паллăраххисем çаксем: «Çунатлисем те çĕр çинчех», «Мĕн-ши вăл телей?», «Куккук çаплах авăтать», «Çĕр çинчи çеçпĕл», «Кайри мала, хуркайăксем», «Пушар лаши» тата ыттисем те.

Çавра сĕтеле Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директор çумĕ Ирина Кириллова ертсе пычĕ. Тухса калаçакансем хушшинче паллă чăваш литература тĕпчевçи Юрий Артемьев, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн Чăваш халăх артисчĕсем Иван Иванов тата Наталья Сергеева, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕсем Альбина Мышкина, Вера Никифорова, Ирина Софронова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров, Арсений Тарасов драматург тата ыттисем те. Вĕсем Николай Терентьевăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен, чăваш драматургийĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ çинчен калаçрĕç.

2025 çулта тата чылай чăваш драматургĕ хăйсен çавра çулĕсене паллă тăваççĕ. Вĕсем хушшинче Николай Айзман (120), Михаил Акимов-Аруй (140), Леонид Родионов (110), Василий Ржанов (110), Георгий Тал-Мăрза (130), Мĕтри Юман (140), Борис Чиндыков (65) тата ыттисем те. Вĕсем те чăваш драматургийĕн аталану историйĕнче хăйсен йĕрне хăварнă. Тухса калаçакансем вĕсене те уйрăммăн аса илчĕç.

Çавра сĕтел ларăвне паллă чăваш çыравçисем, тĕпчевçĕсем, артистсем, вĕрентекенсемпе студентсем, чăваш литературине тата культурине кăмăллакансем хутшăнчĕç.

Фотографии