«Сас» радиокăларăмра чăваш драматургийӗн аталанăвне сӳтсе яврӗç

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директор çумĕ Ирина Кириллова тата К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăй хуракан Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов Чăваш наци радиовĕнче Светлана Асамат ертсе пыракан «Сас» радиокăларăмăн хăнисем пулчĕç.
Калаçу чăваш драматургийĕн паянхи аталанăвĕ пирки пычĕ. Калаçакансем уйрăмах хĕрарăм-драматургсен пултарулăхне палăртрĕç. Чăваш литературинче пьесăсем çыракан хĕрарăм-çыравçăсем сахал мар. Вĕсен шутне Трубина Мархви, Мария Ухсай, Нар Урини, Раиса Сарпи, Людмила Сачкова, Левтина Марье, Марина Карягина, Ольга Туркай тата ыттисем кĕреççĕ.
