Мăрчак Кулин «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекин умсӑмах авторӗ – Ирина Софронова

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Николай Мордяковӑн (Мăрчак Кулин) «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Вӗсен йышӗнче умсӑмах авторӗ те – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Ирина Софронова – пулчӗ. Уявра ҫӗнӗ кӗнекепе тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашрӗҫ.
Николай Мордяков – поэт, художник, куҫаруҫӑ, Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ, 2005–2010 ҫулсенче яппун поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарассипе палӑрнӑ. «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнеке Чӑваш Енри кайӑксен тӗнчипе паллаштарать. Ҫакна валли автор яппунсен поэзийӗн формине – хайкку – суйласа илнӗ. Ку ирӗклӗ сӑвӑсем вун ҫичӗ сыпӑкран тӑраҫҫӗ: пӗрремӗш йӗркере – пиллӗк, иккӗмӗшӗнче – ҫиччӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – каллех пилӗк сыпӑк. Поэт вӑл е ку ҫулталӑк вӑхӑтӗнчи пӗр-пӗр саманта, кайӑк-кӗшӗк тыткларӑшне кӗскен те витӗмлӗн уҫса пама пӗлет. Ҫавӑнпах чылай хайлавӗ ӳкерчӗклӗ, метафорӑллӑ пулса тухнӑ. Вӗсем илемӗпе, чӗлхе хӳхӗмлӗхӗпе, тарӑн шухӑшлӑхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Сӑвӑсем кӗске пулни вулаканӑн шухӑшлав ӑсталӑхне аталантарма, ассоциацисем йӗркелеме пулӑшать. Ҫӗнӗ кӗнеке поэзие тата ҫут ҫанталӑка юратакансен кӑмӑлне каясси куҫкӗретех.
Ольга Иванова сӑн ӳкерчӗкӗсем






