ЧПГӐИ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул ҫитни пирки – «Тӑван Атӑл» журналта

«Тӑван Атӑл» журналта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалланӑ «Наукӑпа тӗпчев анлӑхӗ» статья пичетленчӗ.
Кунта Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ Людмила Сачкова ӑсчахсене саламлама институт уявне республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килни ҫинчен тата Беларуҫ Наци академийӗн Истори институчӗн директорӗ Вадим Лакиз видеосалам ярса пани ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, Раҫҫей наука академийӗн Тухӑҫ институчӗн директорӗн Аликбер Аликберовӑн тата Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн дирикторӗн Андрей Кибрикӑн саламлӑ ҫырӑвӗсем пирки те каланӑ. Унсӑр пуҫне кӗскен институтӑн 95 ҫулхи ҫул-йӗрне тата хальхи пурнӑҫне сӑнласа панӑ. Статья вӗҫӗнче ЧПГӐИ директорӗнчен Юрий Исаевран илнӗ интервью пичетленнӗ. Интервьюра хускатнӑ ыйтусемпе тӗплӗнрех паллашас тесен, электронлӑ вариантра вулама пулать.
