Андрей Петтоки çуралнӑранпа 120 çул çитнине Москакасси шкулӗнче уявларӗç

15.10.2025 23:39 | просмотров: 383
Андрей Петтоки çуралнӑранпа 120 çул çитнине Москакасси шкулӗнче уявларӗç

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Москакассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта конференци иртрӗ. Ăна паллă чăваш поэчӗ, тăлмачи тата обществăлла деятелӗ Андрей Петтоки çуралнӑранпа 120 çул çитнине халалланă.

Андрей Петтоки 1905 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче хальхи Муркаш районĕнчи Ахмане ялĕнче çуралнă. Тăван ялти тата Каршлăхри шкулсенче вĕреннĕ. Хусанти совпартшкул хыççăн, 1924–1926 çулсенче, Тутар республикинчи Чистай кантонĕнче чăваш библиотекин пуçлăхĕн тата политçутлăх председателĕн тивĕçне пурнăçланă. Çартан таврăнсан Ахманери пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн пĕрремĕш председателĕ (1929–1931), «Сунтал» журналăн яваплă редакторĕ тата чăваш çыравçисен союзĕн ертÿçи (1932–1933), Чăваш ăслăлăх библитекин директорĕ пулнă, Мускаври кинематографи институтĕнче вĕреннĕ.

1937 çултанпа А. Петтоки Куйбышев (хальхи – Самар) хулинче пурăннă. Вăрçа кайиччен облаçăн тавра пĕлÿ музейĕнче ĕçленĕ, педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. 1942 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче А. Петтоки лейтенант Смоленск облаçĕн Велиж районĕнчи Селище патĕнче пуçне хунă, ăна Беляево ялĕ çумĕнчи тăванла масара пытарнă.

А. Петтоки чăваш поэзине вирьялла чĕлхе, сасă янăравĕпе илемленекен сăнарлăх илсе килнĕ. Литература журналĕсенче вăл 1925 çултанпа пичетленнĕ. Хайлав пуххисем: «Вунă çул» (1936), «Сăвăсемпе поэмăсем» (1964), «Андрей Петтоки» (2005), куçару кĕнекисем: Антал Гидашăн «Кĕрешÿ сăввисем» (1933), Константин Ивановăн «Нарспи» поэми (1937).

Поэта халалласа тӑван ялӗнче палӑк лартнӑ. Уява пуҫтарӑннӑ ял-халӑхӗ, хӑнасем ун умне чечек ҫыххисем хучӗҫ, Андрей Петтоки тунӑ ӗҫсене пысӑк хак пачӗҫ. Малалла унӑн пултарулӑхне тӗплӗнрех Москакасси шкулӗнче иртекен конференцире сӳтсе яврӗҫ. Тухса калаçакансем йышӗнче: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕсем Геннадий Дегтярёв тата Галина Ильина, аслă ăслăлăх ĕçтешĕсем Вера Никифорова тата Ирина Софронова, Чӑваш халӑх ӑсчахӗ Виталий Станьял, «Халăх шкулӗ» журналăн редакторӗ Леонид Петров. Уява йӗркелекенӗсем – шкул ӗҫченӗсем тата Москакасси ял библиотекин пуҫлӑхӗ Любовь Ванюшкина.

Фотографии