Кайсын Кулиева асӑнса
24.11.2025 17:32 | просмотров: 89

Чӳк уйăхěн 23-мěшěнче, тăванла балкар халăхěн аслă сăвăçин Кайсын Кулиевăн Шупашкарти Асӑну хӑми патне (Ленинград урамě, 22 çурт) чечексем хума чăваш çыравçисем, культура ěçченěсем пуçтарăнчěç. Пěчěк уява чăваш халăх сăвăçи Валери Туркай йěркелерě. Кайсын Кулиев умěнче пуç тайма хутшăннисен хушшинче Нальчикри чӑвашсен пӗрлӗхӗн хастар ертӳҫи Алена Чернова та пулчӗ. Пуçтарăннисем сăвăсем вуларěç, сăвăçа ырăпа асăнчěç.
Уява Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ěçтешě Альбина Мышкина та хутшăнчě.
