Алексей Леонтьев тӗпчевҫӗ Гурий Комиссаров ҫырнисен пуххине йӗркелекенсенчен пӗри

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алексей Леонтьев Чӑваш Наци телевиденийӗн (Чӑваш Ен) эфирӗнче Алексей Зотиков ертсе пыракан «Тӗплӗ калаҫу» телекӑларӑмӑн хӑни пулчӗ.
Калаҫу этнограф, историк, поэт, таврапӗлӳҫӗ, ҫутта кӑларакан, педагог, халӑх деятелӗ Гурий Комиссаров пирки пычӗ. Вăл «Чӑваш халӑх историйӗ», «Чӑваш фольклорӗпе литература вӗрентӗвӗ» кӗнекесен авторӗ. Совет тапхӑрӗнче ун пирки ытлашши тӗпчемен, шкулсенче те вӗрентмен, ӗҫӗсене те пичетлемен. Халӗ унӑн ҫырнисен пуххине хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи куна икӗ том тухнӑ. Алексей Леонтьев шӑпах кӗнеке йӗркелӳҫисенчен пӗри.
