Чăваш наци библиотекинче Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланӑ асăну каçě иртрě

17.12.2025 14:55 | просмотров: 478
Чăваш наци библиотекинче Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланӑ асăну каçě иртрě

Раштав уйăхěн 16-мěшěнче чăваш сăвăçи, прозаикě, журналисчě, Митта В. ячěллě преми лауреачě Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитрě. Ҫакна халалласа Чăваш наци библиотекин хăтлă залěнче «Эп чěртнě вучах» ятлă асăну каçě иртрě.

Асăну уявне чăваш çыравçисем (Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Василий Кервен, Ольга Австрийская-Иванова, Александр Ильин тата ыт.), культурăпа вěрентӳ ěçченěсем (Надежда Кириллова, Николай Осипов, Леонид Петров тата ыт.), Чăваш патшалăх гуманитари институчěн ăсчахěсем (Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова), Чăваш патшалăх педагогика университечěн студенчěсем тата Любовь Васильевнăн çывăх çыннисемпе Галина хěрě хутшăнчěç.

Уяв каçěнче Марина Карягина çыравçă тата журналист Л. Мартьянова 70 çула çитнě тěле хатěрленě телепередачăпа, Светлана Асамат унăн сăввипе çырнă юрăпа, К.В. Иванов ячěллě чăваш драма театрěн артисчě Надежда Кириллова литература композицийěпе паллаштарчěç. Любовь Мартьяновапа пěрле вěреннě, ěçленě юлташěсем тěрлě çулсенче савăçпа хутшăннине, калаçусене, унăн ěмěчěсемпе нушисене аса илчěç. Вěсем каланă тăрăх, сăвăç чи малтанах хăйěн лăпкăлăхěпе, сăпайлăхěпе палăрса тăнă. Ҫав вăхăтрах унăн поэзийě тарăн шухăшлă, чунуççиллě, ыратупа тата хěрӳ юратупа çунса тăракан сěмлě пулнипе палăрса тăрать.     

Фотографии