НИКОЛАЙ НИКОЛЬСКИЙ ÇУРАЛНĂРАНПА 140 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАСА АНЛĂ МЕРОПРИЯТИСЕМ ПУЛЧĔÇ
Муркаш районĕнчи Александровски ял тăрăхĕн территорийĕнче чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, чăвашсен пĕрремĕш хаçатне, "Хыпара", кăларма пуçланă Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа анлă мероприятисем пулчĕç.
Ваçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта "Н.В. Никольский - тĕпчевçĕ-ăсчах, çутта кăларакан педагог, общество деятелĕ" ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ ĕçлерĕ. Унтан паллă историкăн, этнографистăн, публицистăн тăван Купăрля ялĕнче митинг тата концерт иртрĕ.
Вырăнтисем калашле, вĕсен "мухтанмалăх ентеш пур". Николай Никольскипе, тĕрĕссипе, муркашсем çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕ мухтанма тивĕç. Çак шухăша Ваçикасси шкулĕнчи конференцире те, Купăрляри палăк умне пухăннисем те, унти паркри сцена çине тухнисем те палăртрĕç. Пирĕншĕн, "Хыпар" издательство çурчĕшĕн, Николай Никольский ячĕ, Татьяна Вашуркина директор - тĕп редактор калашле, "вышкайсăр пысăк", калама çук пĕлтерĕшлĕ. Паллă çын çине тăнипе чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" тухма пуçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир уява пысăк ушкăнпа пухăнса кайрăмăр.
Уява вырăнти тÿре-шара та хутшăнчĕ: Муркаш район пуçлăхĕ Игорь Николаев, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова тата, паллах, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова. Митингра çавăн пекех "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Владимир Тяпкин, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин, Николай Никольские нумай тĕпченĕ, хăй вăхăтĕнче "Хыпар" хаçатăн редакторĕ пулнă, халĕ Чăваш патшалăх гуманитаии ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Алексей Леонтьев, тата ыттисем сăмах каларĕç. Йышлă шурсухалсем хушшинче Виталий Станьял та пурччĕ.
Тухса калаçакансен сăмахĕнче Николай Никольские хăй вăхăтĕнче чăвашсен пултаруллă ывăл-хĕрĕпе тан хакламаннине пăшăрханса палăртни сисĕнчĕ. "Хыпар" издательство çурчĕ хăйĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри аслă çыннăн ятне çÿллĕ шайра тытасси тесе шухăшлать. Мухтавлă çыннăн еткерлĕхне малашне те асра тытасса уява виçĕ ăру, çав шутра çамрăксем, пуçтарăнни те шанма май парать. Николай Ерагин калашле, вĕсем, паянхи ачасем, Николай Никольскин 200 çулхи юбилейне те хутшăнайĕç.
Зоя ТИХОНОВА, Купăрля ялĕнче пурăнакан:
- Тавах Николай Никольский пурришĕн. Ăна пула пирĕн ялта çул сарнă, илемлĕ вырăнсем чуна савăнтараççĕ.
Нина АНДРЕЕВА, Купăрля ялĕнче пурăнакан:
- Эпĕ çак ялта çуралнă, кунтах тĕпленнĕ. Никольский яла килсен эпир вĕсен килĕ умне выляма чупаттăмăр, мĕншĕн тесен вăл пире, ачасене, канихвет-пĕремĕкпе сăйлатчĕ. Çавна хăнăхнăскерсем эпир унта туртăнаттăмăр.