ЧПГӐИн çамрăк специалисчĕсем тата вӗсен вӗрентӳҫисем ҫинчен «Ӗҫре – ҫамрӑк специалист» радиокăларăмра итлӗр

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ăслăлăх ӗҫченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Димитрий Егоров тата кĕçĕн ăслăлăх ӗҫченĕ Анна Антипина Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн «Ӗҫре – ҫамрӑк специалист» радиокăларăмне хутшăнчĕç. Ӑна Ирина Паргеева корреспондент ертсе пычӗ.
Кӑларӑмра ăсчахсем институтри çамрăк специалистсем тата вĕсен вӗрентӳҫисем пирки каласа пачĕç, кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчӗҫ.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен, «Ӗҫре – ҫамрӑк специалист» кӑларӑма Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 18 сехет те 24 минутра онлайн итлеме пулать.




