«Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» тата «Тертпе термен» кӗнекесене Чӑваш патшалӑх премине илме тӑратнӑ

21.04.2026 18:00 | просмотров: 315
«Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» тата «Тертпе термен» кӗнекесене Чӑваш патшалӑх премине илме тӑратнӑ

2026 çулхи ака уйăхěн 20-мěшěнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн Димитриев залӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗн, Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» тата «Тертпе термен» кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна асӑннӑ кӗнекесене Чӑваш патшалӑх премине илме тӑратнӑ май йӗркеленӗ.

Хӑтлава Арсений Тарасов, Василий Кервен чӑваш ҫыравҫисем, Юрий Исаев, Виталий Родионов, Юрий Артемьев, Альбина Мышкина, Вера Никифорова ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем тата Геронтий Никифоров, Галина Соловьева, Надежда Серебрякова – вӗренӳпе культура ӗҫченӗсем – хутшӑнчӗҫ.

Тухса калаҫакансем Сергей Павлов хайлавӗсене ырӑ хак пачӗҫ. Ӑна ҫӗнӗ повеҫ-романсем калӑплама, палӑртнӑ сюжет йӗрне малалла тӑсма сӗнчӗҫ.

Фотографии