Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчӗ» акцие хутшăнчĕç

23.04.2026 22:55 | просмотров: 335
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчӗ» акцие хутшăнчĕç

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш Енре Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчӗ» иртрӗ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем те çак акцие хаваспах хутшăнчĕç.  

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çурчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. 

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. 

Фотографии