Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлатпӑр!

09.05.2026 11:11 | просмотров: 562
Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлатпӑр!

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ – ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи тата пирӗнтен кашнин пурнӑҫӗнчи ыттисенчен уйрӑлса тӑракан кун. Вӑл – мӑнаҫлӑх кунӗ. Пирӗн ҫӗршыв халӑхӗпе унӑн мухтавлӑ ҫарӗ тискер те хӑрушӑ тӑшмана аркатса тӑкса тӗнчене хӑтарса хӑварнӑ.

Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхне хӳтӗлесе паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешӗмӗрсене, пуҫ хунисене асра тытатпӑр, тав тӑватпӑр! Пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ ветерансене ҫӗре ҫити тайма пуҫ. 

Ҫӗнтерӳ кунӗ – иртнине асра тытни кӑна мар. Ҫак кун – халӑх пӗрлӗхӗн, патриотизмӗн тата ӑрусен кӑмӑл-сипет ҫыхӑнӑвӗн символӗ. Пирӗн тӗрев тата никӗс, ӑна пула малашлӑха шанчӑкпа пӑхатпӑр.

Пирӗн тивӗҫ – ҫав вӑрҫӑ чӑнлӑхне асра упрасси. Тӳпе яланах ҫутӑ та янкӑр пултӑр тесе тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн кар тӑрар!

Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлатпӑр!

 Чӑваш патшалӑх гуманитари
ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем