Йыхравлатпӑр! Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Чӑваш чӗлхине упраса аталантарас ыйтусем» ҫавра сӗтел иртӗ

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш чӗлхине упраса аталантарас ыйтусем» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисен кунне тата Пӗтӗм тӗнчери хут пӗлӳлӗх кунне халалланӑ.
Лару 10 сехетре пуҫланать.
Тухса калаçакансем:
Алевтина Петровна Долгова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ. XXI ӗмӗрти чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ: тӗпчевсен ҫул-йӗрӗ тата хальхи ҫивӗч ыйтусем.
Олег Ростиславович Студенцов, Чăваш патшалăх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн аслӑ ăслăлăх ĕçтешĕ. Чӑваш чӗлхи тата право ӗҫӗ-хӗлӗ.
Владимир Кузнецов протоиерей, Шупашкар-Чăваш епархийĕн кĕнекесене чăвашла куçарса пичетлемелли редакци комиссийĕн председателĕ. Хальхи православи чиркĕвĕнчи чăваш чĕлхи: Турă сăмахĕн канонĕсене куçарни, прихутсен ĕçӗ-хĕлĕ тата пичет кăларăмӗсем.
Протоиерей Сергий Чернов, член редакционной комиссии Чебоксарско-Чувашской епархии по переводу и изданию книг на чувашском языке, настоятель Свято-Троицкого собора (г. Ядрин). Чувашский язык в современной православной церкви: перевод богослужебных канонов, приходская практика и новые книжные издания.
Ольга Геннадьевна Кузьмина, Чăваш патшалăх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн аслӑ ăслăлăх ĕçтешĕ. ГигаЧат сервиса чăвашлатас ĕçри лару-тăру.
Владимир Юрьевич Андреев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ. Электронлă текстсен орфографийĕ: иртни, хальхи тата ӳлĕмхи.
Денис Михайлович Леонтьев, младший научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук. Электронный корпус чувашского языка и проблемы проверки орфографии с использованием программы Hunspell.
Николай Алексеевич Плотников, «Чӑваш халӑх сайчӗ» тетел кӑларӑмӗн никӗслевҫи тата тӗп редакторӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ тӑван чӗлхе ӳсĕмне витĕм кӳни.
Александр Васильевич Блинов, «Язык для успеха» ют чӗлхе шкулӗн никӗслевҫи тата вӗрентекенӗ. Чӑвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕн хальхи проекчĕсем.
Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш наци конгресĕ ҫумӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн» председателӗ. Тӑван чӗлхе – ачан ӑс-хакӑлне аталантаракан хӑват.
Альбина Евгеньевна Васильева, Хусан хулинчи ĕçлĕ çын. Ачасене тăван чĕлхе патне илентермелли майсем: чăвашла мультфильмсемпе пĕлӳ хатĕрĕсем.
Ольга Алексеевна Петрова, Чăваш пукане театрĕн актриси. Чăваш чĕлхи тата ача-пăча тĕнчи.
Ирина Петровна Лукина, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ. Икĕ халăх кӳршĕленнĕ тăрăхри чăваш чĕлхин хăй евĕрлĕхĕ (ăслăлăх экспедицийĕсен материалне тĕпе хурса).
Полина Владимировна Васильева, Чăваш патшалăх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн кӗҫӗн ăслăлăх ĕçтешĕ. Хальхи чӑваш эстрадин чĕлхе уйрăмлăхĕсем.
