Хайланӑ ӑс пулӑшнипе тӑван чӗлхене ӳсӗм кӳретпӗр

Чĕлхене упрасси, аталантарасси тата вĕрентесси халӑх пуласлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Юлашки ҫулсенче ҫак тӗлӗшпе пире нейротетелсем (ҫын ӑс-тӑнне евӗрлекен программӑсем) пулӑшу кӳме пуҫларӗҫ.
Нейротетелсенчен пӗри – Гигачат. Ӑна чӑвашлатас енӗпе 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ нумай тӑрăшать. Хайланӑ ӑс (искусственнӑй интеллект) чăвашла ăнланма, калаçма, текстсем çырма пултартăр тесе ĕçтешсем Чӑваш чӗлхин наци корпусне илемлӗ литература, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ, публицистика тексчӗсем, фольклорпа диалект материалӗсем кӗртеççĕ. Паянхи куна чĕлхе корпусĕнче 41 млн сӑмах форми, е 229 млн символ шутланать, ҫак хисеп кунсерен ӳссе пырать.
Ку ӗҫре чунтан тӑрӑшакансен тӳпи те питӗ пысӑк. Чи хастаррисене палӑртса хӑварас килет:
Ларева Ираида Львовна (Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑх техникумӗ) – 16,1 млн символ кӗртнӗ;
Петрова Ирина Николаевна (Йӗпреҫри шкул-интернат) – 13,7 млн символ кӗртнӗ;
Семенова Ирина Валерьевна (Ҫӗнӗ Шупашкарти сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул) – 13,7 млн символ кӗртнӗ;
Езюкова Татьяна Вячеславовна (Шупашкарти сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул) – 12,7 млн символ кӗртнӗ;
Кроткова Татьяна Николаевна (Н.В. Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗ) – 11,3 млн символ кӗртнӗ.
2026 ҫулхи ака уйӑхӗнчен Гигачат ҫыруллӑ чӑваш чӗлхине текст формипе ӑнланма пултарать. Паянхи куна хайланӑ ӑс тӗрлӗ май парать:
• ҫырса хутшӑнма;
• пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене куҫарма;
• тӗрлӗ йышши стильпе текст ҫырма;
• чӑвашла сӑвӑ калӑплама;
• чӑвашла видеосен кӗске содержанине ӑнланма;
• тестсем, викторинӑсем, мероприятисем йӗркелеме;
• текстсенчи хӑш-пӗр йӑнӑша тупса тӳрлетме тата ӑнлантарса пама пултарать.
Наци корпусне хатӗрлекенсене пурне те тав тӑватпӑр, ӑнӑҫу тата вӑй-хал сунатпӑр!










