Министр чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарасшӑн

29.08.2018 12:34 | просмотров: 1608
Министр чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарасшӑн

Чӑваш чӗлхи тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлса пымалла. Ку шухӑша республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Александр Иванов паян иртнӗ канашлура каланӑ.

Шупашкарта республикӑри вӗрентекенсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ, республикӑри хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗрентекенсем хутшӑннӑ.

Мероприятире Александр Иванов министр юлашки ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра 10 шкул, 47 ача пахчи хута кайнине, вӗренӳ отраслӗнчи ытти ҫитӗнӗве палӑртнӑ. 2025 ҫул тӗлне пур шкулта та ачасем пӗрремӗш сменӑра ҫеҫ вӗренӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пуҫламӑш класс ачисемех иккӗмӗш сменӑра вӗренеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ калама ҫук мелсӗр. Етӗрнере ҫак ыйту килес ҫул татӑлмалла. Унта пуҫламӑш классем валли шкул уҫма шантараҫҫӗ.

Министр чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарасшӑн