Филипп Лукин çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. «Филипп Лукин - юрă лириккин ăсти» ятпа асăну каçĕ иртрĕ

Кăçал талантлă композитор, дирижер, патшалăх тата общество деятелĕ Филипп Миронович Лукин çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак ятпа чăваш наци библиотекин «Мерчен» клубĕнче «Филипп Лукин - юрă лириккин ăсти» ятпа асăну каçĕ иртрĕ.
Наци библиотекинчи лару залне паллă композитора хисепленĕ, хисеплекен республикăмăрти культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, наукăпа вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшакансем, Ф.Лукинăн ентешĕсем тата студентсемпе вĕренекенсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Филипп Лукина тата унăн еткерлĕхне халалланă каçа чăваш наци библиотекин тĕп специалисчĕ, «Мерчен» клуб ертÿçи, ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова йĕркелесе ертсе пычĕ.
Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Казаков композитор тата Трак Ен администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Рена Осипова паллă композиторăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен аса илсе каласа пачĕç.
Асăну каçне килнисене Филипп Миронович мăнукĕ Марианна Левитова Мускавран видеокурав мелĕпе саламларĕ, аслашшĕне манманшăн, пултарулăхне сума сунăшăн тав турĕ.
«Чăн та, Ф.М. Лукин хăйĕн паллă произведенийĕсемпе Чăваш Ене кăна мар, Раççей культурин ылтăн фондне пуянлатнă...» - терĕ Светлана Макарова музыковед.
Паллă композитор пирки искусствоведени наукисен кандидачĕ Любовь Бушуева та чылай калаласа пачĕ. Вăл Филипп Миронович çинчен М.Г. Кондратьев редакциленĕ «Филипп Лукин: музыкант. Общественный деятель» ятлă документсен пуххи тухни пирки аса илтерчĕ.
Композиторпа чăвашсен чи паллă поэчĕсем туслă çыхăнса ĕçленĕ, нихăçан манăçман хайлавсем çырнă. Çакăн çинчен чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ĕнентерÿллĕн, чуна тивмелле аса илчĕ.
ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова,
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. (Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем)
Тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: Паллă композитора халалланă асăну каçĕ иртрĕ










