Виталий Иванович Сергеев (20.01.1942 - 17.10.2018) профессор пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ

2018 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче институтăн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕнче 1973-1982 çулсенче аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, 2012-2017 çулсенче филологи енĕн чĕлхе пĕлĕвĕ секцийĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ паллă чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Виталий Иванович Сергеев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Вăл 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче çуралнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн акăлчан-чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. 1974 ç. «Способы выражения множественности в чувашском языке» темăпа диссертаци хÿтĕлесе филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, 1992 ç. «Основные тенденции развития лексической семантики чувашского языка» темăпа диссертаци хÿтĕлесе филологи ăслăлăхĕсен докторĕ ячĕсене тивĕçнĕ. Лексикологи, морфологи, морфемика, семасиологи, сăмах улшăнăвĕ ыйтăвĕсемпе кăсăкланнă. 140 ытла ĕç, çав шутра 30 ытла монографи, вĕренÿ пособийĕ, методика кăтарткăçĕ т.ыт.те авторĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологипе (10.02.20 специальность) тата Тăван çĕршыв историйĕпе (07.00.02 специальность) доктор тата кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлемелли канашсен пайташĕ пулнă. Ăна СССР ВДНХ медалĕпе (1956), «За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И. Ленина» юбилей медалĕпе (1970), КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе (1980), Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе (2001 г.) т.ыт.те чысланă. Чăваш Республикин ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1997).
Чăваш халăхĕн хисеплĕ ывăлĕпе эрнекун, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Шупашкарăн "Хулари пытару пулăшăвĕсен" (Граждан урамĕ, 19 çурт, "Свечкин сали" чарăну) ритуал залĕнче 10 сехетрен 11 сехетччен сывпуллашаççĕ. Ăсчах кăмăлне шута илсе тăван ялĕнчи çăвана пытараççĕ.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем В.И. Сергеев вилнĕ пирки тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтереççĕ.
