Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалласа пысăк уяв иртрĕ

21.10.2018 14:24 | просмотров: 1350
Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалласа пысăк уяв иртрĕ

Ĕнер Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. 

Унта гуманитари-ăсчахсем (ученăйсем), вĕрентекенсем, библиотекарьсем, обществăлла организаци представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен (МИХ) журналисчĕсемпе хăш-пĕр ертÿçисем пухăннăччĕ, 1-мĕш хутра вырнаçнă зал лăк-тулличчĕ, унта пĕр пушă вырăн та çукчĕ. Халăх Атнер Петровича чăннипех те хисеплени, юратни сывлăшра сисĕнсе тăратчĕ тесен та йăнăш мар.

Асилтеретпĕр: Атнер Петрович октябрĕн 8-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл - чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкайпа СССР халăх артистки Вера Кузьминан ывăлĕ. Питĕр (Ленинград) университетĕнчи Тухăç факультетĕнче араб чĕлхи уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ, Мускавра Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче (Институт языкознания) аспирантурăра вĕреннĕ. Чĕлхе тĕпчевĕсемсĕр пуçне, вăл чăваш поэзийĕ (уйрăмах Геннадий Айхи) çинчен Мускаври тата республикăри хаçат-журналта нумай-нумай статья çырнă; Чăваш АССР Аслă Советĕнче Чĕлхе, культура тата нацисем хушшинчи хутшăнусене аталантарас комисси председателĕ пулнă; Чăваш наци конгресне йĕркелесе яракансенчен пĕри тата унăн пирвайхи президенчĕ пулнă; республикăн хăйĕн президенчĕ пултăр тесе чылай вăй хунă, икĕ хутчен президент суйлавне хутшăннă, 1991 çулхи суйлавра чи нумай сасă - 46 % илнĕ, анчах саккунри хирĕçÿлĕхсене пула республика президенчĕн должноçне кĕреймен.

Геннадий Айхи тахçан пĕр интервьюра Атнер Петрович пирки: "Вăл - пирĕн совеçĕмĕр", - тенĕччĕ. Чăн та, нумайăшĕ паян та Атнер Петровича чăваш халăхĕн, чăваш хутлăхĕн ăс-хакăл, шульăш, чĕм ертÿçи (духовный лидер) тата нерĕс-сипет авторитечĕ (моральный авторитет) тесе йышăнаççĕ, ун пек таса та пĕтĕм халăх хисепне тивĕç çын чăваш хушшинче паянхи вăхăтра тек çук теççĕ.

Чăваш ăслăлăхĕсен (гуманитари) институчĕ уяв тĕлне А. П. Хусанкай çырнисем пирки ятарлă биобиблиографи справочникĕ хатĕрлесе пичетлесе кăларнă.

Уява Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн (союз краеведов) секретарĕ Ольга Тимофеева библиотекарь ертсе пычĕ.

Ÿкерчĕксенче (хăшпĕр фотосене Чăваш наци библиотекин сайтĕнчен илнĕ): конгресăн Мăн Канаш бюровĕн членĕ Николай Лукианов (Лукуç Юкур Кули), конгресс вице-президенчĕсем Тимĕр Тяпкинпа Анатолий Ухтияров юбиляра чăваш кĕпи тăхăнтарнă хыççăн; уява Ольга (Оля) Тимофеева ертсе пырать; А.П. Хусанкай ĕçĕсен тин çеç пичетленсе тухнă библиографи справочникĕ.

Хыпар çăлкуçĕ: Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалласа пысăк уяв иртрĕ