Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2019

Чăваш чĕлхи кунне, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине тата Раççейри театр çулне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци ирттереççĕ. Вăл 2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

2019 çулта Йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илчĕ.

Иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене:

2013 çулта Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ;

2014 çулта ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист çырнă;

2015 çулта чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ;

2016 çулта - чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» повесть (Шупашкар, 1977 çул) сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ;

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Геннадий Никандрович Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ;

2018 çулта чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текст пулчĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Алексей Александров («Сантăр Элтиярĕ») Чăваш наци радиовĕн редакторне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикинчи Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче 1996 çулти çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Шупашкар хулинче пурăнать. Мĕн ачаран чăваш халăхĕн эткерĕпе кăсăкланнă. Халĕ ăна Чăваш Ен наци радиовĕнче "Сантăр Элтиярĕ" ятпа пĕлеççĕ. Вăл "Эткер", "Ылтăнран хаклă", "Пĕр кăкран" тата "Кала-ха" кăларăмсен ярăмĕсене йĕркелесе пырать.

Маларах диктант сăн-сăпачĕ пулма çак хастарсем тивĕçлĕ пулнăччĕ:

2015 çулта - Алиса Чайникова (Ахахпи), "Чăваш пики - 2013" конкурс çĕнтерÿçи, паллă юрăçă;

2016  çулта - Ольга Элиме, шкултан медальпе вĕренсе тухнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, "Тăван радио" редакторĕ;

2017 çулта - Мария Самделова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки, «Патăрьел чăваш пики – 2013» кoнкypc çĕнтерӳçи, «Регионсем хушшинчи чăваш пики – 2015», «Раççей чăваш пики – 2016» конкурссен финалистки, «Çулталăк моделĕ – 2016» титула çĕнсе илнĕ пике, Наци радиовĕн дикторĕ;

2018 çулта - Александра Прокопьева, культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЭКО» çамрăксен форумĕнче I степеньлĕ Диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçнĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 Fm, 105.0 Fm тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuvashsky.d@yandex.ru

2-мĕш вариант. Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсене 13.00 сехетре çакăнта кĕтетпĕр:

1) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш, 206-мĕш аудиторисем);

2) Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, лару залĕ);

3) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434-мĕш аудитори);

4) Чăваш Республикин наци библиотеки («Чăваш кĕнеки» центр, 201 пÿлем).

2-мĕш вариантпа диктант çырма кăмăл тунисен chuvashsky.d@yandex.ru адреспа заявка ярса памалла, çакă диктант çырмалли аудиторисенчи вырăн шутне, бланксене, текст вулакансен йышне палăртма кирлĕ. Заявка форми:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)

Миçе çулта?

Ăçта çырасшăн (Шупашкарта-и (хăш пунктра) е пурăнакан вырăнта-и?

 

Диктант текстне вулакансемпе ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 312-мĕш аудиторийĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) заняти ирттереççĕ.Диктант çырас умĕн тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 312-мĕш аудиторийĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8(8352) 45-02-58 (Долгова А.П., Кузнецов А.В.), 8(8352) 45-99-96 (Петрова С.В.), 8(8352) 62-61-49 (Денисова Т.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chgign.ru адреспа («Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» страницăра) тупма пулать.

 

Диктант сăн-сăпачĕ.

АЛЕКСЕЙ АНАТОЛЬЕВИЧ АЛЕКСАНДРОВ (САНТĂР ЭЛТИЯРĔ)

Чăваш Республикинчи Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче 1996 çулти çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Шупашкар хулинче пурăнать. Мĕн ачаран чăваш халăхĕн эткерĕпе кăсăкланнă. Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вара ытларах биологи, экологи, географи, хими тата истори енĕсемпе пĕлĕве туптанă. Район, республика шайĕнче пĕрре мар пултарулăхне кăтартнă. Раççей шайĕнчи тупăшусенче те биологипе тата экологипе çĕршыври чи пултаруллă ачасенчен пĕри пулнă, Чăваш Ен чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. 2012 çулта "Çурăм шăммиллĕ чĕрчунсен зоологийĕ" дисциплинăпа Раççейĕпе чи лайăх пĕлекен шкул ачи пулса тăнă. Биологи енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне кĕнĕ, тĕнче шайĕнчи олимпиадăна Мытищи хулинче хатĕрленнĕ. Шкул хыççăн çăмăллăнах Хусанти медицина университетне вĕренме кĕнĕ. Икĕ çул Тутарстан Президенчĕн "Тутарстанри пултаруллă çамрăксем" ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах Тутар Республикинчи чăвашсемпе тачă хутшăну йĕркеленĕ, унти хастарсемпе чăваш çамрăкĕсем валли ташă каçĕсем, Çĕнĕ çул уявĕсем йĕркелес ĕçе хутшăннă. Медицина университетĕнчен кайсан Тутарстанри чăвашсен "Сувар" обществăпа политика хаçатĕнче вăй хума тытăннă, Чăваш патшалăх университетне вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш филологи уйрăмне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Паянхи кун 4-мĕш курс студенчĕ, лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пырать.

2016 çулта Хусантан Шупашкара куçса килнĕ, Чăваш Ен наци радионе ĕçе вырнаçнă. Пирвайхи тапхăрта хыпарсен пайĕнче вăй хунă, кайран илемлĕ кăларăмсен пайне куçнă. Паянхи кун Алексее "Сантăр Элтиярĕ" ятпа пĕлеççĕ. Вăл "Эткер", "Ылтăнран хаклă", "Пĕр кăкран" тата "Кала-ха" кăларăмсен ярăмĕсене йĕркелесе пырать. "Эткер" кăларăмра чăвашсен сăмахлăхне, йăли-йĕркине тĕплĕн тишкереççĕ. Вăл эрнере пĕр хут тухать. Алексей республикăри паллă фольклорçăсемпе, этнографсемпе ĕçлет. "Ылтăнран хаклă" ярăм кунсеренех эфирта. Вăл чăвашсен Христос тĕнĕчченхи ячĕсем çинчен. Ятăн историне, тымарĕсене палăртаççĕ. "Пĕр кăкран" кăларăм республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен пурнăçĕнчи курăмлă самантсемпе паллаштарать. "Кала-ха" кăларăм ачасем валли йĕркеленнĕ, кашни кун тухать, тĕнчери чи кăсăк ыйтусене сÿтсе явать, чăвашсен кун-çулне, йăли-йĕркине ăнланма пулăшать.

2018 çулта Алексей Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ, халăх юррисене харпăррăн тата ушкăнпа юрлама хăнăхтаракан уйрăмра пĕлÿ пухать. Халĕ вăл пĕрремĕш курс студенчĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ тав хучĕпе чысланă. Музыка училищин, Халăх пултарулăхĕн çурчĕн ĕç-пуçне хастар хутшăннăшăн та пĕрре мар тав хучĕ илме тивĕçнĕ вăл. Музыка училищинчи "Янтал" ансамбльпе Алексей республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи тупăшусенче малти вырăнсем йышăннă.

Прикрепленные файлы

Диктант сăн-сăпачĕ 2.99 Mb | загрузили: 1342
Бланк 357.49 Kb | загрузили: 234
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 179.04 Kb | загрузили: 240
Информация о диктанте 178.85 Kb | загрузили: 278
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019 238.83 Kb | загрузили: 233