Новости / Хыпарсем

«Варкăш» литература клубĕн хăни — çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсен «Кĕтмен юрату» пуххи

23.03.2020 09:18
«Варкăш» литература клубĕн хăни — çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсен «Кĕтмен юрату» пуххи

Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ 2017 çултанпа тухăçлă ĕçлет ĕнтĕ. Çак хушăра кĕнеке тусĕсем чăваш литературинчи чылай илемлĕ хайлавпа паллашма кăна мар, вĕсене тишкерме-хаклама ĕлкĕрчĕç, нумай çыравçăпа тĕл пулчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç. Уйăхра пĕрре иртекен тĕлпулу çыравçăсене те, тĕпчевçĕсемпе критиксене те, ахаль вулакансене те пĕрлештерет.
Пуш уйăхĕнчи ларура литература клубĕн хастарĕсем çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсен «Кĕтмен юрату» пуххине сӳтсе яврĕç. Пуху яланхи пек вулавăшра мар, «Книжные новинки» кĕнеке лавккинче иртрĕ. Кăларăм 2019 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттернĕ «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

23.03.2020 09:10
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттернĕ «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

2020-мĕш çулхи «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем хутшăнчĕç. Жюри пурĕ 163 ĕç пăхса тухрĕ. Вĕсенчен  «Ача ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн сценарийĕ» номинацире – 9 ĕç, «Класс сехечĕн сценарийĕ» – 17 ĕç, «Спорт мероприятийĕн сценарийĕ» – 7 ĕç, «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ» – 38 ĕç, «Уяв сценарийĕ» – 92 ĕç пулчĕ.

Конкурса тăратнă ĕçсене тимлĕн вуласа тухнă хыççăн жюри 58 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.

Сценарисем тематика пуянлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Ку енчен уйрăмах ача сачĕсен воспитателĕсене ырламалла. Чылай сценари Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулĕпе çыхăннă.

Вышел в свет очередной номер корпоративного издания педагогического университета «Педвузовец»

23.03.2020 09:04
Вышел в свет очередной номер корпоративного издания педагогического университета «Педвузовец»

Уважаемые читатели газеты «Педвузовец», вышел в свет очередной номер корпоративного издания педагогического университета.
О своей победе на Чемпионате России по самбо рассказывает обладательница золотой медали, мастер спорта международного класса, студентка факультета физической культуры ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Вера Лоткова.
Большой материал посвящен 90-летию Анатолия Семеновича Маркова – профессора, заслуженного учителя Чувашской АССР, общественного деятеля, ректора ЧГПИ им. И.Я. Яковлева (с 1963 по 1983 г.).
«Самые талантливые. Умные, красивые…» - так называется статья о конкурсе «Мистер и мисс ЧГПУ – 2020», который с большим успехом прошел в вузе в преддверие весны.
Среди выпускников Чувашского пединститута – три Героя Советского Союза.

Кондратьев Михаил. Кирлĕ чухне ыттисене пулăшма пултаратăп // Хыпар. 2020. Пуш уйăхĕ, 20. №№ 29-30. С. 6.

20.03.2020 11:01
Кондратьев Михаил. Кирлĕ чухне ыттисене пулăшма пултаратăп // Хыпар. 2020. Пуш уйăхĕ, 20. №№ 29-30. С. 6.

Кондратьев Михаил. Кирлĕ чухне ыттисене пулăшма пултаратăп // Хыпар. - 2020. - Пуш уйăхĕ, 20. - №№ 29-30. - С. 6.

"Мы должны сохранить нашу историю" (о посещении ЦБС Ядринского района Э.Е.Лебедевым и И.П.Семеновой с целью сбора материала о Н.И.Ашмарине)

20.03.2020 16:45
"Мы должны сохранить нашу историю" (о посещении ЦБС Ядринского района Э.Е.Лебедевым и И.П.Семеновой с целью сбора материала о Н.И.Ашмарине)

13 марта Ядринскую центральную библиотеку посетили сотрудники филологического направления Чувашского государственного института гуманитарных наук - старший научный сотрудник Эдуард Евгеньевич Лебедев и младший научный сотрудник Ирина Петровна Семенова. Цель приезда специалистов института - издание книги о выдающемся российском и советском языковеде, тюркологе, члене-корреспонденте АН СССР, создателе 17-и томного Словаря чувашского языка, нашем земляке Николае Ивановиче Ашмарине.
Гостей радушно встретила директор МБУ "ЦБС" Ядринского района Моисеева Ирина Витальевна. Она рассказала об истории библиотеки, провела по залам, познакомила с выставками и экспозициями. Своими воспоминаниями о семье Ашмариных, собранными по крупицам из разных источников, поделились приглашенные на встречу старожилы Ядрина Аникина Нина Михайловна и Павлова Людмила Николаевна.

Михаил Кондратьев принял участие в открытии выставки "В.А.Важоров - организатор консерваторского образования в Чувашии"

20.03.2020 10:23
Михаил Кондратьев принял участие в открытии выставки "В.А.Важоров - организатор консерваторского образования в Чувашии"

18 марта 2020 г. доктор искусствоведения, главный научный сотрудник искусствоведческого направления института Михаил Кондратьев принял участие в открытии выставки "В.А.Важоров - организатор консерваторского образования в Чувашии", организованной в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова.

 

Сюжет: Универ-ТВ ЧГУ: "В.А.Важоров - организатор консерваторского образования в Чувашии". 18.03.2020

ЗНАМЕНАТЕЛЬНЫЕ И ПАМЯТНЫЕ ДАТЫ ЧУВАШИИ: 19 марта: родилась профессор В.И.Соколова

20.03.2020 08:46
ЗНАМЕНАТЕЛЬНЫЕ И ПАМЯТНЫЕ ДАТЫ ЧУВАШИИ: 19 марта: родилась профессор В.И.Соколова
70 лет назад родилась Соколова Валентина Ивановна (20.03.1950).
Историк, доктор исторических наук (2010), профессор (2011), заслуженный работник образования Чувашской Республики (2011)
Родилась в д. Белое Озеро (Ҫуткӳл) Яльчикского района Чувашской Республики.

 

Источник: Национальная библиотека Чувашской Республики

24 марта 2020 г. в 15:00 состоится заседание Учёного совета института

16.03.2020 14:08
24 марта 2020 г. в 15:00 состоится заседание Учёного совета института

24 марта 2020 г. в 15:00 состоится заседание Учёного совета института.

КУН ЙĔРКИ  /  ПОВЕСТКА ДНЯ

1. Отчет о научно-исследовательской деятельности БНУ «Чувашский государственный институт гуманитарных наук» за 2019 год (Николаев Г.А.).
2. О плане научных мероприятий БНУ «Чувашский государственный институт гуманитарных наук» на 2020 год (Егоров Д.В.).
3. О плане работы Ученого совета БНУ «Чувашский государственный институт гуманитарных наук» на 2020 год (Егоров Д.В.).
4. О тематическом плане научно-исследовательских работ БНУ «Чувашский государственный институт гуманитарных наук» на 2020 год (Николаев Г.А.).
5. О плане изданий научно-исследовательской продукции БНУ «Чувашский государственный институт гуманитарных наук» на 2020 год (Николаев Г.

ЛЮДМИЛА ИВАНОВНА МУРМАНСКАЯ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 20.

20.03.2020 09:06
ЛЮДМИЛА ИВАНОВНА МУРМАНСКАЯ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 20.

Людмила Ивановна Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта, Бирскри педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ĕçлĕ пурнăçне Пишпÿлек районĕнчи Шкаповăри шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленинчен тытăннă. 1972 çулта ăна Пишпÿлек ВЛКСМ райкомĕнче 2-мĕш секретаре суйланă. Каярах ĕçлĕ пурнăçĕн пысăк пайне вăл Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи вĕрентĕве аталантарассине халалланă. Л.И. Мурманская Киров районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕнчи шкулсен инспекторĕ, ПР Вĕрентÿ министерствин ертсе пыракан кадрсемпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ, Киров районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех вăл Киров районĕнчи шкулсен никĕсĕ çинче тăван чĕлхесене вĕрентмелли классем уçас ĕçе пуçарса яраканĕсенчен пĕри.

ГРИГОРЬЕВ Валентин. Чăваш Енре тырă, çăнăх çителĕклĕ // Хыпар. 2020. Пуш уйăхĕ, 19.

20.03.2020 08:57
ГРИГОРЬЕВ Валентин. Чăваш Енре тырă, çăнăх çителĕклĕ // Хыпар. 2020. Пуш уйăхĕ, 19.

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Чăваш çăкăрпродукчĕ» акционер обществинче Владимир Яковлев гендиректорпа цехсем тăрăх çÿресе хальхи вăхăтри лару-тăрупа паллашрĕ.

АО 80 çул ытларах аталанса Атăл тăрăхĕнчи тырă хатĕрлекен тата çăнăх авăртакан чи пысăк предприятисенчен пĕри пулса тăнă. Вăл республикăри, çавăн пекех чылай регионти çăкăр пĕçерекен пекарньăсене, кондитер, макарон промышленноçне паха таварпа тивĕçтерет.

— Элеватор талăксерен 500 тонна тырă авăртать, — паллаштарчĕ общество ĕçĕ-хĕлĕпе Владимир Анатольевич. — Продукци ассортименчĕ пуян: тĕрлĕ сортлă çăнăхпа пĕрлех манна, тулă, урпа кĕрпи тата выльăх апачĕ те хатĕрлет. Республикăн шалти рынокне 70% яхăн продукци ăсатать, ытти Мари, Тутар, Мордва республикисене, Киров, Ульяновск, Чулхула, Краснодар, Владимир тата ытти облаçе каять.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 296